Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивес сывахлатна

06 июня 2018 г.

Тивес сывахлатна

— Елчĕкри электросеть коллективĕнче Борис Албарцевпа пĕр вăхăтра — 2007 çулта ĕçлеме пуçларăмăр эпир: эпĕ — электромонтерта, вăл — водительте. Чылай çул пĕр сменăра тăрăшса пĕрне-пĕри çывăх пĕлсе çитрĕмĕр. Çил-тăвăлта е шалкăм çумăрлă çанталăкра авари пулнă вырăна яланах пĕр йышпа тухса кайнă, кирек хăш чăрмава та халĕ те пĕрлех çĕнтерсе пыратпăр, савăнăçа пĕрле пайлатпăр, — тет Тăрăмра пурăнакан Валерий Егоров.

Энергетиксем районти 53 ялти 8 пин ытла абонента, чылай предприятипе организацие çутăпа тивĕçтереççĕ.

Валерий Анатольевич шкул хыççăн Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре вĕренсе электромонтер профессине алла илнĕ хыççăн комсомол путевкипе çĕршывра 1980 çулта иртнĕ çуллахи Олимпиадăн хатĕрленÿ ĕçĕсене хутшăнма Мускава тухса кайнă. Унта вăл электрик пулса вăй хунă. Раиса мăшăрĕпе çавăн чухне паллашнă вĕсем. 1984 çулта тăван яла таврăннă мăшăр, 2 ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Раиса маларах ялти ача садĕнче, унтан шкулта поварта тăрăшнă.

Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Борис Албарцев Валентина мăшăрĕпе 3 ача çитĕнтереççĕ. Борис шкул хыççăн водитель профессине алла илсен Афган çĕрĕ çинче çар тивĕçне пурнăçланă. Пĕр хушă Леонид Григорьев предприниматель ертсе пыракан халăха ритуаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти организацинче тăрăшнă.

Çак кунсенче Борис Албарцев хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ, Валерий Егоров 61-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илме хатĕрленет. Çак сумлă кунсем ячĕпе вĕсене çемйисемпе тăванĕсем, тус-юлташĕсем, пĕрле тăрăшакансем чун-чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, çăмăл мар ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Валерий Егоровпа Борис Албарцев.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика