Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç условийĕсене тивĕçлĕ шая çĕклессишĕн

19 мая 2018 г.

Юнкун районта черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, район Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн вĕрентĕпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева, Чăваш Республикин надзор тата профилактика управленийĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Сапожников, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕн председа-телĕ В.Семенов, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем тата тĕп хуларан килнĕ хăнасем те те хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, Чăваш Республикин çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ертĕçин çумĕ А.Юркин, "Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕ" бюджет учрежденийĕн Мускав районĕнчи 1-мĕш номерлĕ подстанцийĕн заведующийĕ В.Иванов пулчĕç. Информкун район администрацийĕнче культура министрĕ К.Яковлев культура ĕçченĕсемпе тĕлпулу ирттернипе пуçланчĕ. Унта кăçал Акатуй уявне паллă тăвас-сине сĕтсе яврĕç. Республика кунĕн йĕркипе алĕç ăстисен "Ăстаçă Руç" конкурсне кăçал пирĕн хулара ирттерме палăртни çинчен çырнăччĕ эпир. Уяв хăнисене тивĕçлĕ кĕтсе илсе кăмăлпа ăсатасси, кашнин ăсталăхне кăтартма, халăх хушшинче сарма условисем туса парасси тĕлпулăвăн тĕп ыйтăвĕ пулчĕ. Ун хыççăн ĕçлĕ ушкăнсем районти ялсене кайрĕç. Пĕрремĕш информушкăн Сĕнтĕрпуç ялĕнче пулчĕ. Ăна культура министрĕ К.Яковлев ертсе пычĕ. Иккĕмĕш ушкăн патшалăх тĕп инспекторĕ А.Юркин ертсе пынипе Мĕшĕл тата Чăнкасси ялĕсене çитрĕ. Икĕ информушкăн та ял çыннисемпе тĕл пулса кун йĕркинче тăракан ыйтусене сĕтсе яврĕç. Чи малтанах вĕсем пухăннисене "Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи тапхăрти аталанăвĕн наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачисем" Раççей Президенчĕн çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă указĕпе паллаштарчĕç. Вуникĕ кун каялла тухнă указра В.Путин Раççей правительстви умне 2024 çулччен пурнăçламалли 9 тĕллев лартнă. Вăл шутра - халăх йышне ĕстересси, çын ĕмĕрне вăрăмлатасси, граждансен тупăш шайне ĕстересси, Раççейри чухăнлăх шайне 2 хут чакарасси, çулсерен 5 миллион çемьерен кая мар çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, цифра технологийĕсене экономикăпа социаллă сферăна кĕртессине хăвăртлатасси тата ытти те. Куратпăр ĕнтĕ, çĕршыв ертĕçин çĕнĕ указĕ Раççейри экономикăпа промышленнăçа тата халăх пурнăçне тивĕçлĕ шая çĕклессине тимлет. Çуллахи каникул вăхă-тĕнче Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен канăв-не, сывлăхне çирĕплетессине тата ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси çинчен вĕрен-тĕпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева тухса калаçрĕ. Светлана Витальевна пĕлтернĕ тăрăх, кăçал шкулсем çумĕнче 8 кăнтăрлахи лагерь уçма палăртнă. Вĕсене пурĕ 600 вĕренекен çĕрĕ, вăл шутра 40-шĕ пурнăçра йывăрлăха лекнĕ ачасем пулĕç. Хула тулашĕнчи лагерьсенче канма та путевкăсемпе тивĕçтереççĕ. Пурĕ 120 ача валли вырăнсем палăртнă, вĕсенчен 34-шĕ профиллĕ сменăра пулĕç. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче 9 вĕренекен "Шурă чулсем" лагерьте канма ĕлкĕрнĕ те. Ачасен çуллахи канăвне йĕркелес тата сывлăхне çирĕплетес ĕçе туса ирттерме кăçал 2 800 000 тенкĕ уйăрĕç. Çурхи уй-хир ĕçĕсем еплерех пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников кĕскен паллаштарчĕ. "Çурхи ĕçсене çанталăка пула каярах пуçăнтăмăр, çавăнпа та кăтартусем пĕчĕкрех-ха. Лайăххи те çук мар. Халиччен "канса" выртнă çĕрсене "Ольдеевский", "Атлашевский", "Авангард" хуçалăхсем çĕнĕрен ĕçлеттерсе ярĕç", - терĕ Анатолий Аркадьевич. Çуркуннепе çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен пушар надзорĕн патшалăх инспекторĕ А.Сапожников тата ВДПО председателĕ В.Семенов пĕлтерчĕç. "Кăçал пушарта икĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Ку хисеп, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пĕчĕкрех, анчах вăл çын пурнăçĕпе çыхăннăран самаях шухăшлаттарать. Юлашки вăхăтра типĕ курăка çунтарнипе пулнă инкексем те пире асăрхануллă пулмаллине палăртаççĕ. Хуçалăх таврашĕсене тирпейлемелле, мунча е пĕрт кăмакисене хутнă чухне те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла", - терĕ Александр Валерьевич. Тĕлпулусене пухăннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. Сăмахран, сĕнтĕрпуçсене урамри çулсене юсасси, çамрăк çемьесене çурт лартма çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси, пушар машинине тытса тăрасси, çуп-çапа пуçтарса вырнаçтарасси тата ытти ыйтусем кăсăклантарчĕç. Информушкăн пайташĕсем чылай ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем пачĕç, хăшĕсене çывăх вăхăтра татса пама шантарчĕç.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика