Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹрĕ кăмăллă муниципаллă службăшăн - Тав сăмахĕ

27 апреля 2018 г.

Райадминистрацин культура, туризм тата архив ĕçĕн пай начальникĕ Александр Николаевич Самсонов апрелĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вырăнти хăйтытăмлăх кунне халалласа иртнĕ савăнăçлă мероприятитире тỹрĕ кăмăллă муниципаллă службăшăн ЧР Пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçнĕ.

Александр Николаевич Самсонов 1966 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче кун çути курнă. Ĕç биографине культура сферинче 1987 çулта тăван ялти Культура çурчĕн заведующийĕнче пуçланă. Хăйĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйса çав çулах тĕп хуламăрти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. 1991 çулта вăл пĕлĕвне Саратоври патшалăх консерваторийĕнче тăснă. 1996 çулта Чăваш патшалăх филармонийĕнче солист-вокалистра ĕçлеме тытăннă. Александр Самсонов хăйĕн сассипе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе халăха савăнтарнă. Чăваша чапа кăларнă çынсем - И.Я.Яковлев 150 çул тултарнине, Çеçпĕл Мишши 100 çул тултарнине халалланă Мускаври уявсене те хутшăннă. Уйрăмах вăл вăрçăпа тыл ветеранĕсемпе шкул ачисем, воин-интернационалистсем умĕнче юрласа ырă ĕçсем тума кăмăллать. Унăн репертуарĕнче 500 яхăн произведени: классикăран пуçласа паянхи авторсем таранах.

Александр Николаевич çултан-çул пĕлĕвне ỹстерсех пынă. Вăл виçĕ аслă пĕлỹ илнĕ: музыкант (1996 çул), менеджер (1999 çул), юрист (2003 çул).

2006 çултанпа А.Самсонов районти культура пайне ертсе пырать. Начальник тивĕçĕсене пурнăçласа пынисĕр пуçне вăл районти мероприятисене ертсе пыракан те, юрăç та, спортсмен та. Александр Николаевич районти, республикăри спорт мероприятийĕсене хутшăнса, пысăк кăтартусем туса район чысне тăтăшах çĕклет.

Çавăн пекех А.Самсонов Раççейри, республикăри мероприятисене, конкурссене хутшăнать. Ăна чылай конкурсăн жюри председателĕ пулма та шанаççĕ. 2010 çултан вара пĕр улшăнмасăр регионти "Вирьял шевлисем" конкурсăн жюри председателĕ, регионсем хушшинчи "Иксĕлми çăлкуçсем" фольклор коллективĕсен радиоконкурсĕсен жюри членĕ те. Районта 80-мĕш çулсен юрри-кĕввине тĕпе хурса вокал инструменчĕсен ансамбльне йĕркелесе ячĕ. 2014 çулта Александр Николаевич тăрăшнипе район Чăваш Республикин культура территорийĕ пулса тăчĕ. 2015 çулта вара район культурăпа искусство сферинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 100 пин тенкĕлĕх Грантне çĕнсе илчĕ.

"Ĕçне кура хисепĕ", - теççĕ. Александр Николаевича Чăваш Патшалăх Канашĕ (2012 ç.), Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци по-литикипе архив ĕçĕн министерстви (2017 ç.), ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерстви (2009, 2017 ç.), Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕ (2013, 2016 ç.), Чăваш наци конгресĕ (2017 ç.) Хисеп грамотисемпе чысланă. Çавăн пекех ăна Чулхула облаçĕнчи культура енĕпе ĕçлекен комитечĕ, Тюмень облаçĕнчи национальность ĕçĕсен комитечĕ, ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерстви, район пуçлăхĕн, Элĕкпе Красноармейски тата район администрацийĕн пуçлăхĕсен Тав çырăвĕсемпе чысланă. Тĕрлĕ Дипломсемпе Хисеп хучĕсем те чылай унăн. 2011 çулта Александр Самсонов "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Н.МИДАКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика