Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клубсем çĕнелеççĕ, туризм аталанать

23 марта 2018 г.

Мартăн 25-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Культура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Хăйсен професси уявне районти культура ĕçченĕсем япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ.

Районти 11 Культура çурчĕпе 7 ял клубĕнче, 16 ял библиотекинче тата "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче тăрăшакансем, районти Культура çуртĕнче тата район библиотекинче ĕçлекенсемпе пĕрле, пĕлтĕр пурĕ тĕрлĕ шайри 42 конкурспа фестивале, культурăпа пултарулăх фестивальне хутшăнчĕç, вĕсенчен 17-шĕнче малти вырăнсене йышăнчĕç.

Культурăна тулли шайра аталантарас тесен учрежденисен пурлăхпа техника тытăмне çирĕплетмелле. Çакна тĕпе хунăран пĕлтĕр Шулю ялĕнче клуб çĕкленчĕ, Ишеккассинчи Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем иртрĕç. Серенкассинчи Культура çурчĕ валли тĕрлĕ техника оборудованийĕ, костюмсем, музыка инструменчĕсем туянтăмăр.

Çакă пĕтĕмпех федераллă, республика тата район бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăрнăран пурнăçланчĕ. Кăçал районти Культура çуртĕнче кинозал тумалла, Шулю клубĕ валли тĕрлĕ оборудованипе костюмсем, музыка инструменчĕсем туянмалла, Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче конкурсра çĕнтерсе илнĕ 150 пин тенкĕлĕх компьютер оборудованийĕпе музыка инструменчĕсем туянмалла.

Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра "Чăваш Енре канма вăхăт" ятпа тимлеççĕ, эпир те çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Пирĕн районта хальлĕхе туризм хăйĕн аталанăвĕн пĕрремĕш утăмĕсене тăвать темелле. Туристсене уйрăмах "Чавал" уçланкă илĕртет. Çавăн пекех пирĕн районта истори палăкĕсемпе чиркỹсем пур - ку туристсен таврапĕлỹ маршрутне йĕркелеме май парать. Эпир Сăр юханшывĕ хĕрринче пурăннине тĕпе хурса туристсен экологи маршрутне йĕркелеме май пур. Çавăн пекех туризмăн ытти енĕсене те, сăмахран, агротуризма, аталантарма майсем пур.

Александр САМСОНОВ,

райадминистрацин культура, туризм тата архив ĕçĕн пай начальникĕ

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика