Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат витаминсенчен пуян пулмалла

17 апреля 2018 г.

Мĕн-ха вăл сывă пурнăç йĕрки; Кĕскен палăртсан, çыннăн кулленхи пурнăç йĕрки. Çакă вара тÿрремĕнех чирсене хирĕç кĕрешессипе, сывлăха çирĕплетессипе, пурнăçа вăрăмлатассипе тата телейлĕ пулассипе çыхăннă.

Сывă пурнăç йĕрки тĕрĕс апатланнинчен, спортпа туслă пулнинчен, гигиенăна пăхăннинчен, сиенлĕ йăласенчен писнинчен, организма пиçĕхтернинчен чылай килет.

Этем организмĕ кирлĕ чухлĕ усăллă тата тутлăхлă япаласемпе пуянлантăр тесен тĕрĕс апатланмалли ятарлă йĕркене пăхăнмалла. Çыннăн яланах виçеллĕ, тăтăшах çимелле, апат тĕрлĕ витаминран пуян пулмалла. Кунне 4-5 хут пĕчĕкшерĕн яланах пĕр вăхăтра çисен лайăхрах. Апата чылай чăмласа вĕтетессине те тĕпе хумалла. Типĕлле çиессинчен пăрăнарах тăмалла. Вĕри яшка çиме тăрăшмалла, çакă хырăмлăхра ытти апата ирĕлтерекен сĕткене хатĕрлеме пулăшать. Ытларах пахча çимĕç тата улма-çырла çимелле. Вĕсенче ĕнтĕ шăп та шай этем организмне кирлĕ витаминсемпе минераллă тăварсем, клетчатка тата ытти усăллă япаласем нумай. Çавăн пекех шыв ĕçмелли йĕркене те пăхăнмалла, талăкне 1,5-2 литртан кая мар шыв ĕçмелле. Ирхи тата кăнтăр апатĕнчи менюра белокран пуян: пăтă, пахча çимĕç, тăпăрч, пулă тата ытти апат-çимĕç пулмалла. Кулленех юр-вартан хатĕрленĕ продуктсем çимелле, вĕсем хырăмлăхшăн уйрăмах усăллă.

Кунсеренех çĕнĕ апат хатĕрлеме ан   ÿркенĕр. Мĕншĕн тесен унччен малтанхи кун хатĕрленинче усăллă япаласен шучĕ палăрмаллах чакать. Тăвар тата сахăр виçине чакарни те сывлăх çине витĕм кÿрет.

Хускану туни те сывлăха лайăхлатнине ан манăр. Тренажер залне çÿреме е ташлама кайма вăхăт çитсех пымасть пулин те ирсерен хускану тума 10-15 минут тупма пулатех. Чирлес хăрушлăха чакарас тесен организма пиçĕхтересси çине пысăк тимлĕх уйăрăр. Иммунитета çирĕплетекен тĕрлĕ меслет чылай халĕ. Уçă сывлăшра çÿрессине кун йĕркине кĕртĕр, пÿлĕме уçăлтарма ан манăр.

Чĕлĕм туртассине пăрахăçламалла. Кашни çыннăнах хăйĕн нерв тытăмĕ тата кăмăл-туйăмĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çилленсе çÿрени, хытах пăлханни, тăтăшах стресс пулни этеме хăвăртах ватăлтараççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ чир-чĕр пуçламăшĕ пулса тăраççĕ. Кун пек чухне шалти органсен тата тытăмсен ĕçĕ хавшать, кăмăл пусăрăнать. Кирек епле япала е пулăм çине те ансатрах пăхма, ытларах шÿтлеме, кулма тăрăшăр, çул çÿреве тухăр. Пĕр-пĕр япалапа кăсăкланма пуçлăр, юрă юрлăр, кĕвĕ-çемĕ итлĕр, лайăххи çинчен ĕмĕтленĕр, кулленех дневник çырса пырăр, хăвăрăн иртнĕ пурнăçа тишкерсе хăш-пĕр самантсене улăштарма тăрăшăр. Енчен те пурнăçри пĕр-пĕр ыйтăва хăвăр тĕллĕн татса пама вăй-хал çитмест пулсан психологран пулăшу ыйтма ан именĕр.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пĕр-пĕр уйрăм çыншăн çеç мар, мĕнпур обществăшăн пĕлтерĕшлĕ. Таса сывă çын çеç хăйĕн ĕçне тулли кăмăлпа пурнăçлама пултарать. Çавăнпа çÿлерех асăннă ансат сĕнÿсем пуриншĕн те усăллă пуласса шанас килет

Любовь СМИРНОВА,

медицина профилактикин

кабинечĕн заведующийĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Первоисточник: "Пурнac cулeпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика