ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп парăнасшăн мар

06 апреля 2018 г.

Çынсем ытларах чухне хĕлле шăнса пăсăлаççĕ тата гриппа чирлеççĕ текен анлă сарăлнă шухăшпа паян килĕшме çук. Март уйăхĕнчен этем организмĕ çав тери хавшак, çавăнпа та кирек епле вируслă инфекцие те парăнма хатĕр.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулăн 3 уйăхĕнче грипп тата сывлăш çулĕсем урлă ерекен инфекци чирĕсемпе чирленĕ 8681 тĕслĕхе регистрациленĕ. Асăннă чирсемпе мĕнпур ỹсĕмрисем аптраççĕ. Чирлекенсенчен 63,5 проценчĕ - шăп та шай шкулсенче пĕлỹ илекенсем тата ача сачĕсене çỹрекенсем.

Тĕрлĕ лаборатори тĕрĕслевĕсем çакна çирĕплетеççĕ: Чăваш Енре пурăнакансем ытларах A/H3N2, A/H1N1/2009, B типлă вируслă гриппа чирлеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, асăннă грипсене пуçаракан микробсем шăп та шай иртнĕ кĕркунне эпидеми пуçланиччен иммунитета аталантарма тунă вакцина йышĕнче пулнă. Çавăнпа та ку хутĕнче больницăсене медицина ĕçченĕсем каланине шута илмесĕр прививка тутарманнисем лекнĕ.

Районти лару-тăру çинче кĕскен чарăнса тăрас пулсан çакна палăртмалла. Тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Надежда Михайлова палăртнă тăрăх, Комсомольски тăрăхĕнче пурăнакансем грипп тата сывлăш çулĕсем урлă ерекен вируслă инфекципе март уйăхĕн пуçламăшĕнче чирлеме пуçланă. Аслисем ку чухне ытларах килĕсенче тухтăрсен сĕнỹ-канашне тĕпе хурса сипленеççĕ пулсан, ачасене районти сиплев учрежденине илсе килнĕ тĕслĕхсен шучĕ ỹснĕ.

- "А" типлă грипп чухне кĕлетке температури хăвăрт хăпарать. Каярахпа сунас ерет, ỹслĕк тухать, сывлама йывăрланать. Çавăн пекех пĕчĕк ачасен варвитти те пуçланма пултарать, вăй пĕтет, çан-çурăм ыратма тытăнать. Грипп чирне сывлăш çулĕсем урлă ерекен вируслă инфекци чирĕнчен уйăрма ансат-ха. Грипп чухне кĕлетке температури пысăк, çитменнине тата темиçе кун хушши чакмасть, - каласа ăнлантарать Надежа Николаевна.

Сывлăх хавшасан тухтăр килте сипленме сĕнмест. Эпидеми вăхăтĕнче чирĕн пĕрремĕш палли палăрсанах тухтăрсенчен пулăшу ыйтма сĕнет, мĕншĕн тесен медицина ĕçченĕ çын хăйне мĕнле туйнине кура симптомсене сиплекен эмел çырса парать е антибиотиксем палăртать.

"Грипп вируслă инфекци шутланать. Çавăнпа та ăшăрах шыв, чей ĕçни тата вырăн çинче выртни чирлĕ çынна хăвăртрах ура çине тăма пулăшать. Ура çинче çỹресех чире ирттерме сĕнместĕп. Чир шала каяс е тата ытти органсене сиенлетес хăрушлăх пысăк. Юлашкинчен çакна та палăртса хăварасшăн. Çанталăк ăшă еннелле сулăннипе тỹрех çỹхе тум-тир çине куçма ан васкăр. Çурхи çанталăк ытла та ултавлă. Витаминсемпе пуян апат куллен çимелле", - асăрхаттарчĕ районти тĕп инфекционист.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика