Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килти хуçалăхсен техника нумайрах

13 марта 2018 г.

2017 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне илсен, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене 731 регис- трациленĕ, 2016 çулта - 718 кăна. Прицепсене 222 шута илнĕ пулсан, 2016 çулта - 228. Агропромышленность комплексĕнче техника шучĕ чакса пыни палăрать. 2016 çулта, сăмахран, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене 153 регистрациленĕ. Паянхи куна илсен вара 145 единица çеç. Çакă хуçалăхсем амортизаци срокĕ тухнă техникăран уйрăлса пынипе, çав хушăрах хăватлăраххине туяннипе çыхăннă. 2011 çултан пуçласа паянхи кунччен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕнĕ тракторсем, тĕш тырă тата выльăх апачлĕх культурăсем пухса кĕртмелли комбайнсем 37 единица илнĕ.

Уйрăм çынсен техника шучĕ ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра килти секторта тракторсем, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсем 713 единица. Кивелсе çитнĕ тракторсемпе машинăсене тата прицепсене пăрахăçлассипе те ĕçленĕ. Паркри ăпăр-тапăра тасатса тăрассипе, кунта йĕрке тăвассипе тимленĕ. Пĕлтĕр укçа-тенкĕ енĕпе йывăртарах пулнăран çĕнĕ техника туянасси палăрмаллах чакнă. Хуçалăхсенче кăна мар, уйрăм çынсем пирки те çавнах каламалла. 2014 çулта 17 трактор, 1 выльăх апачĕ пухса кĕртмелли «КВК-800» комбайн, тепĕр тĕш тырă пухса кĕртмелли «Вектор-410» комбайн илнĕ пулсан, иртнĕ çул 3 трактор çеç туяннă.

2017 çулхи кăтартусене тишкерсен, тракторсемпе машинăсем 600 единица техника тĕрĕслевĕ витĕр тухни курăнать, урăхла каласан, мĕнпур техникăн 62,9 проценчĕ. Уйрăм çынсем ку енĕпе яваплăрах пулнине палăртма кăмăллă. 2016 çулта килти хуçалăхсем 689 единицăран 395-шне (57 процент) тĕрĕслеттернĕ пулсан, 2017 çулта 719 единицăран 468-шне (65 процент).

Константин МАЙОРОВ,

                                                                                                                                                районти гостехнадзорăн аслă инспекторĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика