Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ илĕртет

27 февраля 2018 г.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта йĕлтĕрпе чупассипе нумай хутчен Чăваш Республикин призерĕ пулнă, спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçнĕ С. Сафьянов парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăртусем иртрĕç. Унта 15 командăри 150 ытла йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ.

Старта тăракансене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсен ертỹçисем Н. Ялуковпа К. Михеев, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, "Паттăр" ФСКа директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан П. Порядков, С. Сафьянов саламларĕç. Çакăнтах ачасем ГТО нормине мĕнле пурнăçлама пултарнине те шута илчĕç.

Хăйсен ỹсĕм çулĕсене кура чупмалли дистанцисенче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти М. Огурцова (ертỹçи А. Анюров), Первомайскинчи вăтам шкулти А. Андреев, К. Лепешкина, М. Молочников (В. Матюшкин), Нăрваш Шăхалĕнчи К. Шайманова (К. Григорьев), Турханти О. Вавилов (В. Макаров) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем грамотăсене, медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

х х х

Республикăри спорт министерствин биатлон центрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисене тивĕçессишĕн спорт çемйисем хушшинче йĕлтĕр эстафети иртрĕ. Пирĕн район чысне унта Патăрьелĕнчи Базманкинсем хỹтĕлерĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине Юрий Васильевичпа Людмила Витальевна тата Дениспа Артур ывăлĕсем тăчĕç. Финиша вĕсем тăваттăмĕш кĕчĕç.

А. ИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика