ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе ярăнма ăста

22 февраля 2018 г.

Спорт кашни çын пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнса тăмалла, мĕншĕн тесен вăл сывлăха çирĕплетет, çынна чăтăмлă тата вăйлă тăвать, ỹт-пĕве пиçĕхтерет. Унсăр пуçне, ман шутпа, спортпа туслă пурăнни кăмăл-туйăма та çĕклет.

Пирĕн район паллă спортсменсемпе пуян. Эпир физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк витĕм кỹнĕ спортсменсемпе мухтанма пултаратпăр. Вĕсенчен пĕри - Вера Чернова. Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ỹснĕ пике - йĕлтĕрпе чупса СССР чемпионки ятне тивĕçнĕ пĕрремĕш чăваш спортсменки.

Паллă спортсменкăна тăван тăрăхра асра тытаççĕ. Ун ячĕпе çулсеренех йĕлтĕр ăмăртăвĕ йĕркелеççĕ. Акă кăçал та, йăлана кĕнĕ пекех, Вера Черновăна халалласа йĕлтĕрпе чупакансен черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ.

Спорт уявне уçса пуçтарăннисене Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ Сергей Лукиянов, "Кĕтне" ФСК директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Тихонов, физкультура учителĕ Валерий Плешков саламларĕç, спортра ăнăçу сунчĕç.

Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртрĕ. Сивĕ çанталăка пăхмасăрах, йĕлтĕре кăмăллакан шкул ачисем йышлăн пуçтарăннă. Чи малтанах старта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче пĕлỹ пухакан каччăсем тухрĕç. Дистанцире Юрий Яковлев (Хирти Явăш тĕп шкулĕ) - пĕрремĕш, Борис Чебанин (Аслă Чурачăк) - иккĕмĕш, Даниил Трофимов (Анат Тимĕрчкасси) виççĕмĕш пулчĕç. Хĕрсенчен ăмăртура Яна Осипова (Анат Тимĕрчкасси) - пĕрремĕш, Диана Давыдова (Хирти Явăш) - иккĕмĕш, Аня Константинова (Хирти Явăш) виççĕмĕш пулчĕç.

Тĕп шкулсенче вĕренекенсенчен чи маттуррисем Хирти Явăшсем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Анат Тимĕрчкассисемпе Тăманлă Выçлисем.

Вăтам шкулсенче вĕренекен хĕрачасенчен чи маттурри - Рания Хамдеева (Шурут), Ксения Земскова (Аслă Чурачăк) - иккĕмĕш, Ильвина Алимова (Шурут) виççĕмĕш пулчĕç. Арçын ачасем хушшинчи ăмăртура Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекен Максим Михеевпа Никита Носков финиша чи малтан çитрĕç. Владимир Романов (Аслă Чурачăк) виççĕмĕш пулчĕ.

Вăтам шкулсен командисенчен Шурутсем - пĕрремĕш, Аслă Чурачăксем - иккĕмĕш, Нĕркеçсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисемпе кубоксене тивĕçрĕç.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика