Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирина Юманова допингпа усă курман

06 февраля 2018 г.

Февралĕн 1-мĕшĕнче спорт арбитраж сучĕ (САS) Раççейри 28 спортсменăн ĕмĕр тăршшĕпех Олимпиадăсене хутшăнма юраманни пирки кăларнă йышăнăва пăрахăçланă, 2014 çулхи Сочинчи результачĕсене каялла тавăрнă. Раççейри антидопинг агентстви допингпа усă курманнине çирĕплетекен çак ушкăнта чăваш спортсменкин, пирĕн ентешĕн - Ирина Юмановăн - ячĕ те пур.

Аса илтеретпĕр, пысăк çитĕнỹсем тунă спортсменка допингпа усă курнă тесе 2014 çулхи авăн уйăхĕнче пĕлтернĕччĕ. Çак сăлтавпа ăна ăмăртусене хутшăнма чарнăччĕ. Ĕçе 2012 тата 2014 çулсенчи гематологи кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне кура пуçарнă. Анализсене черетлĕ хут тĕрĕсленĕ хыççăн вара Ирина допингпа пачах айкашманни çирĕпленнĕ, юн кăтартăвĕсем япăххи допингпа çыхăнман.

Çакна та палăртса хăвармалла: Ирина Юманова - 2012 çулхи Тĕнче кубокĕн çĕнтерỹçи. 2013 çулта иртнĕ Универсиадăн кĕмĕл призерĕ. Ăмăртусене хутшăнма чарсан спортсменка 2016 çулхи ака уйăхĕнчен хăйĕн ăсталăхне марафонсенче тата çурма марафонсенче кăтартма пуçланă. Сăмах май каласан, ЧПУн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă Треньел хĕрĕн пĕрремĕш тренерĕ унăн ашшĕ - çăмăл атлетика тата хăвăрт чупас енĕпе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă Петр Иванович (йывăр тăпри çăмăл пултăр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика