Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Творчество çунатлантарать" курав ĕçлет

26 декабря 2017 г.

Район администрацийĕн фойинче "Творчество çунатлантарать" курав ĕçлет. Ача-пăча искусство шкулĕнче пĕлỹ илнĕ Анастасия Горбуновăпа Татьяна Сорокина ĕçĕсенчен йĕркеленĕ ăна.

Сăнарлă курава уçни кашни ỹнер ăстишĕнех паллă самант, çамрăк ỹнерçĕшĕн вара - хумхантаракан, ырă, ĕмĕрлĕхе асра юлакан япала. Пирвайхи пултарулăх куравĕ пулсан, пушшех те.

Хĕрсем çак кун вĕсемшĕн уявпа танлашнине палăртрĕç, комплимент кăна мар, критикленине те чăтма хатĕр терĕç. Çитменлĕхсем пирки тỹртен калани малашлăхра пулăшĕ.

Анастасия Комсомольски 1-мĕш, Татьяна вара Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсенчи 11-мĕш классенче вĕренеççĕ. Хĕрсен ĕмĕчĕсем çутă та таса.

- Алла пуçласа кăранташпа альбом илсенех мана сăнарласси, ỹкерчĕксем тăвасси çаплах килĕшĕ тесе шутламан та. Картинăсене Интернета хуратăп, вĕсем унта чылайăшне килĕшни кăмăла уçать, татах та ĕçлес те ĕçлес килет. Ĕçсемпе паллашнă хыççăн çынсем пейзажсемпе портретсем ỹкерсе памашкăн ыйтаççĕ, - тет Таня.

Искусство шкулне хĕрсем икĕ çул каялла пĕтернĕ, Надежда Абдюшева ертỹçĕ çăмăл мар ĕçре халĕ те кирлĕ сĕнỹсемпе пулăшать. Настьăпа Таня Надежда Владимировнăна вĕрентнĕшĕн тата çĕнĕ пуçарусенче хавхалантарса пынишĕн чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ.

Епле хитре-çке вăл - хамăр пурăнакан тавралăх. Пĕччен шуса иртекен шап-шурă пĕлĕт татки, кăмпа евĕр шăтса тухнă çăлтăрсемпе тулнă каç, тăри юрриллĕ кăн-кăвак та тап-таса тỹпе... Çамрăк талантсем вара хăйсем курнипе кăна çырлахман, ăна ыттисем патне те илсе çитерме пултарчĕç.

Настьăпа Таня хăйсен ĕçĕсене район, республика тата Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен конкурссене ярса параççĕ, вĕсенче вара малти вырăнпа палăраççĕ.

Курав январь вĕçĕчченех пырĕ.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика