Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ку эпĕ - Валери Туркай"

15 декабря 2017 г.

Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ хастар чĕреллĕ чăваш яшĕ пирки хальхи вăхăтра тăван вырăнта кăна мар, Раççейĕн ытти çĕрĕсенче те, тĕслĕхрен, Мари Эл, Тутарстан, Пушкăртстан, Удмурт Республикисенче пурăнакансем те питĕ аван пĕлеççĕ. Валери Туркай тăрăшнипе эпир М.Карим, Г.Тукай, Р.Гамзатов, К.Кулиев, А.Кешоков, А.Пушкин çырнă произведенисене чăвашла вулатпăр, вĕсен ĕçĕсене мухтатпăр. Ку çеç-и?! Туркай шăрçаланă йĕркесене вырăс, азербайджан, украин, латыш, тутар чĕлхисене куçарнă.

Декабрĕн 7-мĕшĕнче районти тĕп библиотека ĕçченĕсем ентеш-поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне презентациленĕ, пухăннисене "Ку эпĕ - Валери Туркай!" кĕнеке выставкипе паллаштарнă. Унта талантлă поэт, Чăваш, Тутарстан Республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валери Туркай хăй те килнĕ. Хырай Ĕнел тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче ăс пухакан ачасем тĕрлĕ премисен лауреачĕн сăввисене вуланă, Валерий Владимировичăн вĕрентекенĕ Людмила Макарова вара пухăннисене унăн ачалăхĕпе паллаштарнă. Çак кун Минадора Гаврилова, Маргарита Голандцева хăйсем çырнă сăвăсемпе ыттисене паллаштарнă.

Тĕп библиотека ертỹçи Инна Ядрова Валери Туркая тăван ене çитсе килме вăхăт тупнăшăн, вулакансемпе тĕл пулнăшăн тав тунă, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу суннă.

Талантлă поэт пухăннисене хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ.

В.БОРОВКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика