Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кулата урама илем кỹрет

13 декабря 2017 г.

Юлашки çулсенче кашни хуçалăхра тенĕ пекех кулата чаваççĕ. Апла пулин те урамрине те пĕтме памасть пирĕн халăх. Урхас Кушкă ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче вырнаçнă кулата хăйĕн сăн-сăпатне çухатнăччĕ. Çакă кунта пурăнакансене тахçанах канăç памастчĕ. Нумаях пулмасть ăна юсаса çĕнетрĕç. Урам хастарĕсем тăрăшнипе çĕр айĕпе тапса тăракан сиплĕ шыва ăсма халĕ меллĕ. Кăшкарне тимĕртен тунă, тăррине те тутăхман тимĕр листапа витнĕ. Кулатана пĕтме паман, ун ĕмĕрне вăрăмлатнă çынсене ятран асăнса хăварас килет, А.Краснов, С.Иванов, А.Соловьев, Н.Чернов тата Г.Тихонов. "14-15 çул каяллах йывăçран тунăскер çĕрсе тайăлнăччĕ ĕнтĕ. Шăп ман çурт умĕнче ларать, пăхма илемсĕр, урама тухмассерен чун ыратать. Çавăнпа хамăр урамра пурăнакансемпе юсама шутларăмăр. Пĕрре тĕксенех йăванса кайрĕ хăй. Халĕ вара пурте кăмăллă. Урама та вăл илем кỹрет, хĕлĕн-çăвĕн çутă та сывлăхшăн сиплĕ шывпа та тивĕçтерет", - çĕкленỹллĕ кăмăлне пытармарĕ А.Краснов. Ырă ĕç тăвакансем яланах тав сăмахне тивĕçлĕ. Кашни ял çынниех пĕр-пĕр усăллă ĕç туни тăван кĕтесшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Н.КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика