ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕнĕ çул фантазийĕ" конкурс

01 декабря 2017 г.

Часах Çĕнĕ çул та çитет. Хĕл мучи таврана шурă пĕркенчĕкĕпе лайăхах витеймерĕ-ха, апла пулин те вăл çак çитменлĕх пирки часах аса илĕ тесе шансах тăратпăр.

Çĕнĕ çулччен уйăх çеç юлчĕ. Апла пулсассăн, туссем, халĕ - тăван тавралăха, кил-çуртпа ĕç вырăнĕсене илемлетмелли хĕрỹ тапхăр. Çынсене çак ырă ĕçе хавхаланса хутшăнтарас, район сăн-сăпатне татах та илемлетес тĕллевпе район администрацийĕ декабрĕн 1-25-мĕшĕсенче "Çĕнĕ çул фантазийĕ" конкурс ирттерме палăртнă. Унта организацисемпе предприятисем, уйрăм хуçалăхсем, ял тăрă-хĕсем тата предпринимательсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене декабрĕн 25-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 20-мĕш пỹлĕм. Çĕнтерỹçĕсене виçĕ номинацире палăртаççĕ. Вĕсене Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесем парса хавхалантарĕç.

Информаципе тĕплĕнрех Комсомольски районĕн официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика