Испуханское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунӑ султа çӑпата тума вӗреннӗ

24 ноября 2017 г.

Вунӑ султа çӑпата тума вӗреннӗ

Мучикассинче пурăнакан Варвара Алексеевна Орлова патĕнче пулнă чух кил умĕнчи калиткере тĕрлĕ чечексем кĕрхи хĕвел ăшшинче илемлĕн курăнса ларатчĕç. Кил хуçи юратать пулас чечексене. Шаккас тенĕ чух кантăкран çын курăнчĕ, вăл аллипе хапхаран кĕмеллине кăтартрĕ. Эпĕ вара хăюллăнах алăка уçса кĕтĕм. Кил картинче çĕнĕ хуралтăсем ларнине курсан кунта ватă çын пĕччен кăна мар пурăннине ăнлантăм.

- Кунталла килĕр, çакăнтан кĕмелле, стройка пĕтмест-ха пирĕн, çил-тăвăл аркат-нă хыççăн пуçларăмăр та... Кĕрĕр, - чĕнчĕ вăл мана пỹртелле.

Тирпейлĕ çын пурăнни пусма вĕçĕнченех паллă пулчĕ. Ăшă та çутă пỹртре Чăваш наци радиовĕн кăнтăрлахи саламĕсен ярăмĕ янăратчĕ.

- Куç япăхса кайрĕ те ытларах радио итлетĕп, - терĕ вăл мана лармалли сĕнсе. Сывлăх сунса мĕн сăлтавпа çỹренине пĕлтертĕм. - Калас тесен истори пысăк. Хам пурнăçра тем те курма тиврĕ. Çакăнтах çуралса ỹснĕ эпĕ, çакăнтах ватăлтăм, - хăйĕн çинчен калама пуçларĕ Варвара Алексеевна. - Нумай ачаллă çемьере кун çути курнă эпĕ. Сакăр ачаран виççĕн суйланса юлтăмăр, чир-чĕре пула ыттисем вилсе пĕтрĕç. Аннене пуян çын хĕрĕ тесе пĕтеретчĕç, чашăк-тирĕке те, айри тỹшексене те - пĕтĕмпех туртса илчĕç. Вара аттепе анне кĕлет туянса пỹрт турĕç. Аса илсен халĕ те чун кỹтсе килет... Атте платникра ĕçлесе налуксене тỹлесе таткалатчĕ. Атте чĕрĕ чух лайăх пурăнтăм, шкула кайрăм. Пĕрремĕш класра чухне атте çĕре кĕчĕ. Йывăр пурнăçа пула тăватă класран ытларах вĕренме май килмерĕ, тăхăнмалли çук, укçи çук... Учитель киле килсех шкула чĕннĕччĕ...

Астăватăп, атте ĕçлесе илнĕ укçипе симĕс шинель туянса килчĕ. Унтан аппа валли пиншак çĕлерĕ, анчах ун çине тỹмине хуриччен вилсе кайрĕ. Çав пиншакпа аппа Етĕрнери учительсем хатĕрлекен училище вĕренме кайрĕ. Тỹлеме укçа çуккипех вĕренме пăрахрĕ. Каярахпа вăл счетовода вĕренчĕ, бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. 10 çулта çăпата тума вĕрентĕм. Атте вилнĕ хыççăн, 1939 çулта, анне колхоза кĕчĕ. Çавăнтан пуçласа эпĕ те бригадăпа çум çумлама çỹреме пуçларăм. 27 çула çитсен фермăна вырнаçрăм. Хам пурнăçра çисе курман çумкурăк та юлмарĕ пуль... Пĕррехинче юлташсемпе кăчкă татма Етĕрне район чиккине йĕлтĕр-пе кайрăмăр. Çавăн чух урасене шăнтса янăччĕ эпĕ, урасем пуленкке пек шанк хытса ларнăччĕ...

- Кăчкăна мĕн валли пухаттăр?

- Ăна эпир типĕтеттĕмĕр, кайран тỹсе çăнăх тăваттăмăр, унтан пашалу пĕçереттĕмĕр. Выçлăхра тем те çиме тиврĕ.

- Мăшăрупа мĕнле тĕл пултăр?

- Вăл хамăр ялсемех, пирĕн урамри пĕве çине хĕлле ярăнма килетчĕç. Вăт çавăнта туслашса кайнă та эпир. 1957 çулта унпа пĕрлешсе çемье чăмăртанă хыççăн хамăн тăван кил вырăнне таврăнтăмăр. Ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç, пилĕк хĕре пурнăç парнелерĕмĕр. Хамăр çав хушăрах колхозра ĕçлесе пурăнтăмăр. Эпĕ Мучикассинчи выльăхсем самăртакан фермăра вăй хутăм. 1970 çулта совхоз туса хурсан сурăх фермине куçрăм, вунă çул унта ĕçлерĕм. Пысăк фермăччĕ, пин çурă сурăха тăваттăн (Капитон Ермеев, Зоя Ерофеева, Мария Храмова) пăхаттăмăр. Совхозăн сурăх кĕтĕвне пăхтарса хамăн ачамсене нумай нуша кăтартрăм. Вăл вăхăтра уйра йĕри-тавра колхоз аниччĕ, кĕтỹ пăхма çăмăл пулмарĕ.

- Мăшăрпа миçе çул пĕрле пурăнтăр?

- Упăшка 65 çула кайсан, 1995 çулта, чире пула çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Пурнăçне пирусах пĕтерчĕ пуль. Аса илетĕп те, вăрçă çулĕсенче эпир, 12-13 çулхи ачасем, хамăрах пур йывăр ĕçсене пурнăçлаттăмăр, çĕр те сухалаттăмăр. Хĕрачасем лашана çавăтса пыратчĕç, арçын ачасем сухапуç тытатчĕç, канма ларсан вара чĕлĕм пăклаттаратчĕç. Çавăнтанпах вăл çав усал йăлана ниепле те пăрахаймарĕ. Виличчен виçĕ кун малтан кăна пирус курупкине хỹмĕнчен кăларса печĕ те: "Халь мана вăл тек кирлĕ мар, хуть те мĕн ту унпа", - терĕ. Çапла çухатрăм мăшăра. Ĕçпе пусăрăнса пурăнкаларăм. Хам 75 çула çитиччен ĕне тытрăм. Ĕне сутсан, кил карти пушанса юлсан, пĕр эрне чирлесе пурăнтăм. Мĕн тăвас ĕнтĕ, выльăх тытма сахал мар вăй-хал кирлĕ. Халĕ чăх-чĕп кăна усратăп.

- Калаçу пуçламăшĕнче эсир стройка пирки каланăччĕ...

- Çапла. Темиçе çул каялла кил-çурта çил-тăвăл тустарнă хыççăн пỹрт тăррине улăштарма тиврĕ, ав, халĕ те вĕçлесе çитерейместпĕр-ха.... - мансардăллă мачча тăррине кăтартрĕ вăл.

- Хам ĕмĕрте çутçанталăк асар-писерне те курма тиврĕ. Вăйлă çил пỹрчĕпех йăтса каять пуль тенĕччĕ. Юрать, пỹрт, çенĕк тăррисене кăна çĕмĕрчĕ. Çил-тăвăл лăплансан кỹршĕсем: "Варук кимек, чĕрех-и эс?!" - тесе чупса çитрĕç. "Чĕрех", - тетĕп хăраса ỹкрĕм пулин те. "Хăв чĕрĕ юлнă-тăк, ыттишĕн ан кулян, сывлăх пулсан пулать", - йăпатрĕç мана ун чух кỹршĕсем. - Ачасем килсе çỹреççĕ-и?

- Вĕсем ялта мар пулсан та ман пата килсех çỹреççĕ. Хĕрсем хăйсем те пенсие тухрĕç ĕнтĕ. Тăваттăшĕ хăйсен çемйисемпе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ, пĕри - Хусанта. Аслă хĕрĕмпе Людмилăпа мăшăрĕ кашни канмалли кунах килеççĕ. Çичĕ мăнук манăн, тăватă кĕçĕн мăнук, - терĕ сăнỹкерчĕксене кăтартса.

Нумай çул хушшинче хулăнланса пынă альбомсенче 87 çула çитнĕ Варвара Алексеевна çемйин пĕтĕм пурнăçĕ сăнланнă. Вĕсене пăхнăçем аса илмелли пайтах. Акă вăл мăшăрĕпе, пилĕк хĕрĕпе, кĕрỹшĕсен, мăнукĕсен сăнĕсем, туй саманчĕсем, салтак ăсатаççĕ, ача тĕне кĕртеççĕ... Сăмахпа калайманнине яр уççăн кăтартса параççĕ пурнăçри сăнỹкерчĕксем. "Манăн çулсем - манăн пуянлăх", - тесе ахальтен каламаççĕ çав.

Альбина ЗАМУТКИНА.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика