Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравçăсемпе вулакансен тĕл пулăвĕ

24 ноября 2017 г.

Çыравçăсемпе вулакансен тĕл пулăвĕ

Çак кунсенче Тăрмăшри вулав çуртĕ- нче ял çыннисем Лидия Ивановна Филиппова сăвăçпа, Улькка Эльмен ?Ольга Геннадьевна Кушкова/ çыравçăпа тата Владислав Дмитриевич Николаев юптаруçă-журналистпа тĕл пулчĕç. Унта ялти шкулти аслă классенчи вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Чăвашлăх, тăван чĕлхене упрасси, юратасси пирки нумай калаçрĕç ?сăн ÿкерчĕкре/.
Искусство ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Владислав Николаевăн юптарăвĕсене итлесе ларса чунĕсене килентерчĕç пухăннисем.
Лидия Филиппова хăйĕн кĕнеки-семпе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа кăтартрĕ. Хайлавĕсем вара тарăн шухăша яраççĕ. “Уйрăмах анне çинчен каланă сăвви чуна пырса тиврĕ”,-терĕç итлекенсем.
Улькка Эльмен - вулакансен юратнă çыравçи. Унăн кĕнекисем: “Ма инçе-ши çăлтăрсем;”, “Кая юлнă ÿкĕнÿ”, “Упраймарăм сана”, “Сарă кĕпе” тата ыт. те. Çав тери интереслĕ, çÿлĕксем çинче выртмаççĕ, алран алла куçаççĕ вĕсем.
Чылай ыйту пачĕç Шупашкартан килнĕ хăнасене. Уйрăмах Улькка Эльмене. Вăл хăйĕн сăнарĕсене пурнăçран илнине пĕлтерчĕ.
Тăрмăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Николаевна Григорьева килнĕ хăнасене тав турĕ, вĕсен пултарулăхне пысăк хак пачĕ, хăш-пĕр произведенийĕсем шкул программине те тивĕçлĕ, тесе палăртрĕ.
Тĕлпулăва Чăваш наци библиотекинче ĕçлекен Галина Павловна Соловьева ертсе пычĕ.
Творчество ĕçченĕсемпе вулакансен тĕл пулăвĕ пуриншĕн те усăллă пулчĕ. Çавăнпа малашне те çакăн пек мероприятисем ирттерме палăртрăмăр.

 

 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика