ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил вучахне упраканĕ - анне

24 ноября 2017 г.

"Сăпка сиктерекен алă тĕнчепе хуçаланать", - тенĕ иртнĕ ĕмĕрте пурăннă Америка çыравçи Петер де Вриес хĕрарăм пурнăç тыткăчи иккенне палăртса. Эпир паян вулакана паллаштарас текен хĕрарăм та - тĕлĕнмелле пуян чун-чĕреллĕ çын. Аслă Çĕрпỹелĕнче пурăнакан Нина Сергеевна Быкова - 10 ача амăшĕ. Паян вара Быковсем 26 мăнукпа тата вĕсен 6 ачипе савăнаççĕ.

- Эпĕ хамăн çемьепе чăннипех те мухтанатăп. Çичĕ хĕрпе виçĕ ывăлăм та çемье çавăрнă. Ачасем - çирĕмĕн. Тата пире 26 мăнук парнеленĕ. Мăнуксем авланса ача-пăчаллă пулма ĕлкĕрнĕ. Тăван киле уява эпир çĕре яхăнăн пуçтарăнатпăр. Акă вăл пирĕн мăшăрпа çитĕнтернĕ пуянлăх. Ачасем пирĕн йăла-йĕркене тытса пыракансем, пирĕн йăха малалла тăсакансем. Çамрăксем Быковсен çемье ятне яланах çỹлте тытасса эпĕ шанатăп, пĕлетĕп. Вĕсенче ăру малашлăхĕ, - калаçăва пуçларĕ Иван Маркович.

- Мăшăрăм яланах йышлă çемье пирки ĕмĕтленнĕ. Çемье çавăрсассăн пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килчĕç. Чи малтанах Юля çуралчĕ. Унăн алли çăмăл пулчĕ пулас. Ун хыççăн - Ваня, Вова, Сергей, Лена, Ирина, Галина, Ольга, Наталья, Татьяна. Вĕсем хамăршăн тĕрек пулччăр тенĕ. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Аслисем кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, пĕр-пĕрне пăхнă. Ачасене пăхса ларма вăхăт пулман, яланах ĕçленĕ. Сăмахран, Ольăна çĕрулми уйĕнчех çуратма пуçланăччĕ. Мăшăр больницăна вăхăтра илсе çитерсе ĕлкĕрчĕ. Турра мухтав, пурне те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ. Паян вĕсемпе савăнатпăр. Ачасем, кинсем, кĕрỹсем çав тери кăмăллă. Тавах вĕсене, - чунне уçса калаçать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Нина Сергеевна пурнăçра пуçа усма хăнăхман. Ĕмĕрне вăл ĕçлесе, ачасене ура çине тăратас тесе ирттернĕ. Мĕн çамрăклах тăван колхозра ĕçе кỹлĕннĕ. Пĕр вăхăт сысна пăхнă, дояркăра ĕçленĕ. Чылай вăхăт вара пахча çимĕç çитĕнтерекен бригадăра тăрăшнă. Суханне, кишĕрне, çĕрулмине, хăярне, помидорне темĕн чухлех çитĕнтернĕ. Чи пысăк тухăç туса илес, малтисен ретне тăрас тесе тимленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă шаннă ĕçре. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн парса чысланă Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем çемье архивĕнче типтерлĕ упранаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмне 10 ача çуратса ỹстернĕшĕн 1987 çулта "Ача амăшĕ-героиня" ят парса чысланă. 2004 çулта вара Нина Сергеевнăна ачасене çуратса, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн "Персональный пенсионер" ятпа чысланă.

Быковсен ачисем - пурнăç çулĕпе çирĕп утакансем. Вĕсем Мускавра, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче тĕпленнĕ. Сăмахран, Вова Аслă Çĕрпỹелĕнче, Ирина Йăвашкелĕнче пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне илсе çитерекен çула яланах такăрлатаççĕ. Кил картишĕнче пулăшмалла-и, кирлĕ япала кỹрсе килмелле-и - вĕсем ỹркенмеççĕ, наччасрах ĕçе пурнăçлаççĕ.

Быковсем - ĕçченлĕхпе палăракан çемье. Нина Сергеевнăпа Иван Маркович паянхи кун та картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал, сысна усраççĕ. Ĕне, пăру тытма пăрахни те хальтерех кăна-ха. Пахчара вара мĕн тĕрлĕ кăна пахча çимĕç çитĕнмест пулĕ, сад пахчинче тĕрлĕ улма йывăççи, виноград пур. Пахча çимĕç вăрлăхне вĕсем почта урлах çырăнса илеççĕ. Ыттисем мĕн çитĕнтерсе илнипе кăсăкланма, вĕсен пуян опычĕпе паллашма вара Иван Маркович "Семена" журнал, "Каçал ен", "Кил-çурт, хушма хуçалăх", "Хресчен сасси" хаçатсене çырăнса илет. Унпа пĕрлех сывлăха çирĕплетме "ЗОЖ" хаçата алăран ямасть. Сывлăх тенĕрен, Иван Маркович 78 çулта пырать. Çапах паянхи кунччен те эмел мĕн иккенне пĕлмест. Апла пулин те çынсем сывлăха епле çирĕплетнипе кăсăкланать. Тăтăшах утса çỹреме, уçă сывлăша тухма кăмăллать Иван тете.

Иван Маркович - хисеплĕ механизатор. Вăл тĕрлĕ çулсенче ДТ-75, МТЗ-82 тракторсемпе ĕçленĕ. Ветеран колхозра 65 çул тултаричченех тăрăшнă.

Иван тете, 8 теçетке çула çывхарса пырать пулин те, вăр-вар çỹрет-ха. Наччасрах Комсомольскине, Шупашкара çитсе килет.

- Мăшăрăм маттур, çамрăкрах чухне ăна хам ытларах пулăшма тăрăшнă пулсассăн, сывлăх хавшакран халĕ вăл мана ертсе пырать. Килти ĕçсене пурнăçлать. Пĕр-пĕрне кỹрентерсе курман. Ĕçе пĕрле тунă, ачасене пăхнă. Ир тăнă çĕре яшка тата капăртма пĕçернĕ, - сăмахлать кил хуçи хĕрарăмĕ.

- Нина Сергеевна, çемье тăнăçлăхĕ мĕнре-ха, эсир телейлĕ хĕрарăм-и?- кăсăкланатăп.

- Эпĕ чи телейлĕ çынсенчен пĕри. Юратнă мăшăра ялтах тĕл пултăм, çемье çавăртăмăр, ача-пăча çуратрăмăр, çурт хăпартрăмăр, йывăç-тĕм пайтах лартрăмăр. Çумра - юратнă мăшăр, ачасем, мăнуксем, тăвансем. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, сывлăхлă пулсассăн тата мĕн кирлĕ? Ачасен кун-çулĕ такăр та вăрăм пултăр. Чи кирли - сывлăх, - пĕлтерчĕ Нина аппа. Пурнăçра ачасен çитĕнĕвĕсенчен хаклăрах савăнăç çук. Вĕсем телейлĕ пулсассăн пирĕн чунра та лайăх. Анне чĕри çапла ентĕ вăл - кашни ачашăн пăшăрханать, савăнăçĕшĕн хĕпĕртет. Пулăшу кирлĕ пулсан чи малтан аллине тăсать.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика