Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 40 центнер - чикĕ мар

25 августа 2017 г.

ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчен чылай аякра - Тутарстан территорийĕнче - тырпул çитĕнтерет Олег Павлов фермер. Арендăна илнĕ çĕр çинче 30 гектар кĕрхи тулă, 50 гектар çурхи тулă, 80 гектар урпа акса ỹстернĕ.

- Кĕрхи тулă гектартан вăтам шутпа 40-шер центнер тухрĕ, - савăнăçне ниçта хураймасть Олег Зиновьевич. - Çурхи культурăсем те кăмăла çĕклеççĕ. 

Олег специальноçĕпе - мастер-педагог. Тутарстанри Пĕкĕлме хулинче индустрипе педагогика техникумне пĕтернĕ хыççăн темиçе çул хушши СПТУра пулас механизаторсене тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшнă. Çамрăк пулнине пăхмасăр, тăван ялĕнче колхоз председателĕнче те ĕçленĕ. Шăмăрша куçса килсенех фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. 

Маларах каларăм ĕнтĕ, Олег Павлов хамăр районта çеç мар, кỹршĕллĕ республикăра та çĕре арендăна илнĕ. Тырпулсăр пуçне нумай çул ỹсекен курăксем те акса ỹстерет, кашни çулах халăха утă сутса пиншер тенкĕ укçа ĕçлесе тăвать. 

- Кĕр тыррисене пирĕн тăрăхра пысăкрах лаптăксем çинче çитĕнтермелле, - тет фермер. - Паллах, минерал удобренийĕпе анлăн усă курмалла, сортсене çĕнетмелле. Вара гектартан 40 центнер çеç мар, ытларах та илме пулĕ. 

... ĔНЕР Олег Павловпа телефонпа çыхăнтăмăр. Комбайн двигателĕн шавне çĕнтерес тесе кăшкăрсах калаçма тиврĕ. 

- Районта вырма ĕçĕсене вĕçленисем пур-и-ха? - интересленчĕ фермер. - Çук-и хальлĕхе? Эпир вара паян юлашки гектара вырса çапрăмăр. Пĕлетĕр-и, çурхи тулă гектар пуçне вăтамран вăтăршар центнер ытла тухрĕ! 

Ыран кĕрхи тулă акма пуçăнатпăр. Хаçатра çаплах çырăр: вăрлăха 5-6 сантиметр тарăнăшне акма сĕнетĕп, ун пек аксан калча лайăхрах тĕмленет, çиелерех аксан калча шăнса пĕтме пултарать.

Май пур таран удобрени туянма тăрăшăр. Тăкаксем çитес çул пысăк тухăçпа таврăнаççех. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика