Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат парнисем - çĕнтерỹçĕсен аллинче

10 октября 2017 г.

Районта пурăнакансем спортпа туслашни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни сывлăха çирĕплетнине лайăх пĕлеççĕ. Ахальтен мар спорт мероприятийĕсене хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Нумаях пулмасть иртнĕ "Наци кросне" те спортсменсем, ĕçченсем, çемьесем, ачасем еплерех йышлă хутшăнчĕç.

Октябрĕн 7-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче "Каçал ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çулленхи ăмăртăва та шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, спортпа туслă çемье-сем, куракансем йышлăн пухăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисене "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина ăшшăн саламларĕ, эстафетăра ăнăçу сунчĕ. "Кĕтне" ФСК директорĕн çумĕ Юрий Боровков, Чăваш Республикин "Пограничниксен тăванлăхĕ" обществăлла организаци правленийĕн ертỹçи Анатолий Шорников, организацин районти уйрăмĕн представителĕ Геннадий Филиппов та çăмăл атлетсене тупăшура çĕнтерме, финиша малтан çитме хавхалантарчĕç.

Хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çулленхи ăмăрту кăçал VIP-утуран пуçланчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертỹçисем икĕ алла патак тытса, Скандинави мелĕпе утса старта тухрĕç. Юлашки вăхăтра çак мелпе утни сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине калаççĕ. Тен, малашне Скандинави уттипе районта ăмăрту та иртĕ-ха.

Кашни çулах иртекен ăмăртура çемьесем старта тухма пуçлани виççĕмĕш çул çеç. 2015 çулта йĕркеленĕ эстафетăна 6 çемье хутшăннăччĕ, пĕлтĕр виçĕ çемье старта тухнă. Кăçал вара Басниковсемпе Калашниковсем çеç ăмăртма кăмăл турĕç. Ытти çемьесем спортпа туслă мар-шим? Хастартарах пуласчĕ. Вăтам тата тĕп шкулсене илес пулсассăн кăçал вĕсем чăннипех маттур. Районти пур шкул та команда тăратнă. Тупăшу питĕ хĕрỹ пулчĕ. Тĕп шкулсен командисем хушшинче Хирти Явăшсем финиша чи малтан çитрĕç. Ун хыççăнах Хырхĕррисем пулчĕç. Чĕчкен тĕп шкулĕн команди - виççĕмĕш.

Вăтам шкулсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди - пĕрремĕш, Комсомольски 1-мĕш шкулĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Аслă Чурачăксем финишра виççĕмĕш пулчĕç.

Районти предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем те эстафетăна хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Кăçалхи ăмăртура 6 команда - Шурут ял тăрăхĕн, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн, "Кĕтне" ФСК, налук инспекцийĕн, Тукай Мишер ялĕн спортменĕсем - вăй виçрĕ. Ăмăртура "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсем чи маттуррисем пулчĕç. Вĕсем - пĕрремĕш. Налук инспекцийĕн специалисчĕсем - иккĕмĕш, Тукай Мишерсем - виççĕмĕш.

Кашни ушкăнри çĕнтерỹçĕсем Хисеп хучĕсене, парнесене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене редакци "Каçал ен" хаçата 2018 çулăн пĕрремĕш çур çулне çырăнса парать.

Çавăн пекех ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн, спонсорла пулăшу кỹнĕшĕн республикăри "Пограничное братство" пĕрлешĕве тата унăн районти уйрăмĕн хастарĕсене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Петр Краснова, "Сройсервис" ХАО тата "Хлебозавод" ОООна, "Кĕтне" ФСК ĕçченĕсене чĕререн тав тăватпăр.

А. ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика