Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсен чун ăшши нихăçан та ан иксĕлтĕр

19 сентября 2017 г.

Пурнăçра мĕн çутти тата лайăххи пур, çавсем пĕтĕмпех хĕрарăм сăнарĕнче палăраççĕ. Хÿхĕм хĕрсем мĕн авалтан сăпайлă та ĕçчен пулнипе тата ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăнă. Çак паха енсем хĕрарăмсене кил-çурта хăтлăрах тума, çемье вучахĕн ăшшине сыхласа упрама, ачасене ăс парса тивĕçлĕ воспитани пама, çавăн пекех ĕçре çитĕнÿ тума пулăшса пыраççĕ.

Хĕрарăма этемлĕхĕн черчен пайĕ тетпĕр. Ку чăннипех те çапла. Кил вучахне сÿнме паман аннесем, асаннесемпе кукамайсем, аппасемпе йăмăксем - вĕсем пурте пурнăç тăсакансем. Вĕсемех обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансем. Хастар хĕрарăмсем нимĕнле ĕçе те тиркесе тăмаççĕ, арçынсемпе тан тăрăшаççĕ. Кил вучахне çирĕп упраççĕ кăна мар, ертÿçĕре те тимлеççĕ, машина рулĕ умне те лараççĕ. Тĕрлĕ профессипе ĕçлекенскерсем хăйсен тĕп тивĕçне - çемье ăшшине çирĕп тытса пырассине пăхăнаççĕ. Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ маттурскерсем. Хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесе те ахальтен каламан пулĕ. Вĕсем паян ĕçри пысăк ăсталăхне тата яваплăхне шанчăклăн çирĕплетсе тĕрлĕ сферăра пуçарулăхпа кăтартнине, тĕрлĕ çитĕнÿсем тунине палăртмалла.

Пултаруллă та хастар хĕрарăмсене Хĕрарăмсен канашĕ пĕрлештерсе тăрать. Çак пĕрлешĕве районти тĕп больница поликлиникин заведующийĕ Василиса Архипова ертсе пырать. Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ 90 çул тултарнă май сентябрĕн 15-мĕшĕнче Элĕкри культура çуртĕнче «Наци тата культура йăли-йĕркине амăшĕнчен хĕрне, ашшĕнчен ывăлне куçарасси тата сыхласа хăварасси» республикăри куçса çÿрекен курав иртрĕ. Унта районти ял тăрăхĕсенчи алĕç маçтăрĕсем хастар хутшăнчĕç. Чăвашсен наци культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварасси Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать.

Куравра амăшĕсемпе хĕрĕсен, ашшĕсемпе ывăлĕ-сен ĕçĕсене курма питех те интереслĕ пулчĕ. Алĕç маçтăрĕсен тĕрленĕ картинисем, çыхнă капăр япаласем, чăваш тумĕ тăхăнтартнă пуканесем, туй çипуçĕ, пуçа тăхăнмалли тата çыхмалли япаласем куçа илĕртĕç. Халăх пултарулăхне çитĕнсе пыракан ăрăва вĕрентсе хăварни те пĕлтерĕшлĕ ку чухне. Куравра амăшĕсемпе тата асламăшĕ-кукамăшĕпе пĕрле ачисемпе мăнукĕсем те пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма килнĕ. Вĕсен ĕçĕсене те пысăк хак пачĕç мероприятие пухăннисем.

Мероприятие «Классика» Чăваш патшалăх академи симфони капеллин артисчĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен илемлĕ юрри-кĕввипе пурне те тыткăнларĕç. Залра ларакансем пирĕн ентешсен, капеллăра юрлакансен Татьяна Сергеевăпа Екатерина Александровăн пултарулăхне те курса киленчĕç.

«Хĕрарăмсен канашĕ пурри пĕлтерĕшлĕ. Çакăн йышши куравсем йĕркелени пултаруллă çынсене пĕрлештерет. Кунта çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ, ĕçлес туртăм вăйланать», - палăртрĕ район пуçлăхĕ Владислав Волков савăнăçлă мероприятие уçнă май. «Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕ» пĕрлешĕвĕн президиумĕн членĕ, «Мир камня» обществăн генеральнăй директорĕ Марина Аниченкова алĕç маçтăрĕсене пурне те саламларĕ. «Сире хăвăр тăрăхри йăла-йĕркене сыхласа пынăшăн питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп. Эсир çак ĕçе малалла тесан пирĕн халăх пурăнать-ха», - терĕ вăл. Районти Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Василиса Архипова курава хутшăннă çынсене тав турĕ, малашне те пĕрле тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Алĕç куравне хутшăннисене пурне те Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Хĕрарăмсен канашĕ çемье династийĕсене тупса палăртма, пултарулăх коллективĕсене хавхалантарма тата халăх культури патне çул уçса парать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика