Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Программăсем пурнăçланаççĕ, ялсем çĕнелеççĕ

05 сентября 2017 г.

Федераллă тата республикăри программăсемпе усă курни кашнин пурнăçне çăмăллатма пулăшать, ялсемпе район центрĕсен сăн-сăпачĕ те чиперленет, çĕнелет. Тĕслĕх вырăнне Раççейри "2014-2017 çулсенчен пуçласа 2020 çулччен ял территорийĕсене аталантарасси" федераллă программăна илер.

   Хальхи вăхăтра республикăра программăн 1-мĕш тапхăрĕ вĕçленсе пырать тесен те юрать. Пирĕн тăрăхра та асăннă енĕпе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Программăсем, вырма тата ытти çĕр ĕçĕсем пирĕн таврара епле пынипе кăсăкланса августăн 31-мĕшĕнче района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов килсе çитрĕ.

   Пирваях министр район район пуçлăхĕпе Хасиятулла Идиатуллинпа, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Александр Красновпа тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Вячеслав Никифоровпа тĕл пулчĕ. Районта ĕçсем епле пынипе кăсăкланнă хыççăн вĕсем "Слава картофелю" агрофирмăн хирĕсене çул тытрĕç.

   - Ĕç кал-кал пырать, пахчаçимĕç, çĕрулми те аван ĕлкĕрчĕç, - терĕ Хасиятулла Семигуллович, агрофирма ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май.

   Чăнах та, кăçал çĕрулми хăйĕн тухăçĕпе савăнтарать. Авă, кишĕр те хуçалăхăн аванах çитĕннĕ. Паллах, ку пулăм палăртнине ĕçченсем тĕплĕн, вăхăтра пурнăçланипе çыхăннă.

   Министра районти çул-йĕр çинче пыракан ĕçсем те кăсăклантарчĕç. Пухăннисем часах Хирти Мăнтăр ялне çитрĕç. Кунта вĕсене культурăпа кану çурчĕ умĕнче ял çыннисем кĕтсе илчĕç.

   - Культура керменне çĕнĕрен юсаса çĕнетме пултартăмăр. Çивĕч ыйтусем, паллах, ял тăрăхĕнче чылай, вĕсенчен пĕри çулсемччĕ. Çак ыйтăва татса памашкăн вара "2014-2017 çулсенчен пуçласа 2020 çулччен ял территорийĕсене аталантарасси" ятарлă программа пулăшрĕ, - терĕ Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин.

   Аса илтерем, "Комсомольски - Елчĕк - Хирти Мăнтăр" автоçула "СтройРемМост" тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹ ĕçченĕсем сарнă. Ял халăхĕ асăннă пĕрлешỹ туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе кăмăллă. Ара, епле-ха урăхла пулайĕ?! Çул-йĕр ĕçченĕсем шыв юхмалли пăрăхсене çĕнĕрен, тĕпрен улăштарнă автоçул хĕррипе тротуар сарнă, бордюрсем вырнаçтарнă. Çул тăршшĕ вара 1700 метрпа танлашать.

   - Кăçал, маларах асăннă программăпа килĕшỹллĕн, республикăри 8 автоçул çинче хĕрỹ ĕç пырать: çулсене тĕпрен юсаççĕ тата çĕнĕ çулсем хываççĕ. Ĕçсем палăртнă графикпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, подрядчиксем хăйсене шаннă объектсене октябрь пуçламăшĕнче вĕçлемелле, - терĕ ял хуçалăх министрĕ.

   Сергей Геннадьевич çавăн пекех Александровка ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашма та кăмăл турĕ. Çавна май тепĕр чарăну Александровка ялĕнчи тинрех çеç хута кайнă модульлĕ çĕнĕ акушерпа фельдшер пункчĕ пулчĕ. Ĕмĕт-тĕллевсем, пурнăçламалли ĕçсем чылай-ха. Вĕсем те, хальхи евĕр пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлесен, часах пурнăçа кĕрĕç тесе шансах тăратăп.

                                                                                                                                                                                                                                   А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика