ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн - çĕнĕ ертỹçĕ

29 августа 2017 г.

Августăн 28-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту - район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа ĕçе илесси. Çак тĕлĕшпе июль уйăхĕнче ятарлă конкурс комиссийĕ йĕркеленĕччĕ.

Ларура комисси председателĕ - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов - пухăннисене пĕтĕмлетỹсемпе паллаштарчĕ. Пуçлăх пулас кăмăлне палăртса пурĕ 4 çын документсем панă - А.В.Краснов, Ю.Н.Митюков, Т.Г.Волков тата А.Н.Осипов. Собеседовани пĕтĕмлетĕвĕсемпе Александр Красновпа Александр Осипов ытларах сасă пуçтарнă. Ларура А.Краснов самоотвод илчĕ. Депутатсенчен 9-шĕ Александр Осиповшăн сасăларĕ, çапла майпа вăл конкурс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ.

Комсомольски район пуçлăхĕпе Х.С.Идиатуллинпа А.Н.Осипов контракт йĕркипе район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма ĕçе илмелли килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç. Александр Николаевич конкурс комиссийĕн членĕсене тата депутатсене хăйне шаннăшăн тав турĕ, район аталанăвĕшĕн тỹрĕ чунпа тăрăшма шантарчĕ. Вăл сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе пуçăнать, полномочийĕсем район депутачĕсен 6-мĕш созывĕн срокĕ вĕçлениччен вăйра пулĕç.

Кунта çĕнĕ пуçлăх çинчен кăштах каласа хăварсан та вырăнлă пулĕ. А.Н.Осипов Хирти Сĕнтĕр ялĕнче 1974 çулта çуралнă, 1996 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, 2004 çулта Мускаври патшалăх уçă университетĕнчен вĕренсе тухнă. РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăх тата патшалăх службин академийĕн дипломне 2011 çулта алла илнĕ. Юлашки вăхăтра Шупашкарта "Спартак" спорт шкулĕн директорĕнче тăрăшнă.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика