ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте экологи субботникне тухар

29 августа 2017 г.

Сентябрĕн 2-30-мĕшĕсенче "Симĕс кĕркунне" Пĕтĕм Раççейри экологи субботникĕ иртет. Субботнике тавралăха тирпейлес тата йывăç-тĕм лартас тесе йĕркелеççĕ. Сăмахран, 2014 çултан пуçласа йĕркеленĕ акци пĕлтерĕшĕ кашни çулах ỹссе пырать. Унта хутшăнакансен йышĕ те курăмлă.

Районта пурăнакансем те экологи субботникĕнчен айккинче юлмаççĕ. Предприятисемпе учрежденисенче, администрацисенче тăрăшакансем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, вĕренекенсемпе педагогсем кашни экологи субботникĕнче маттур. Ушкăнпа пĕрле тавралăха çỹп-çапран тасатаççĕ, йывăç-тĕм лартаççĕ. Экологи çулталăкĕнче тăван тавралăх çине тата та пысăкрах тимлĕх уйăрни темрен те паха. Субботниксем пĕрре тирпейленипе çеç ан вĕçленччĕр. Тавралăха илем кĕртме яланах вăхăт тупар, йывăç-тĕм лартма та манар мар.

Субботник кунĕсенче район центрне тирпейлесси çине пысăк тимлĕх уйăрасчĕ. Юлашки вăхăтра урамсенче вĕлтрен-пиçен ашкăрма пуçларĕ, çỹп-çап та купалансах каять.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика