Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем тĕнчи илĕртнĕрен эп акрăм çак чечексене

25 августа 2017 г.

Кашни çын пушă вăхăтра хăй кăмăллакан ĕçпе аппаланать. Пĕри ерçнĕ чухне йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларать, сăрлать, капăрлатать, тепри чĕнтĕр çыхать, вырăн таврашне тата сармалли-витмелли япаласене тĕрĕпе илемлетет. Виççĕмĕшĕ вара тимĕр-тăмăрпа аппаланать. Кашни çыннăнах кăмăллакан ĕç пурринче иккĕленỹ çук. Хĕрсемпе хĕрарăмсем пирки калас пулсан, вĕсем пушшех те ĕçчен. Алă ĕçĕ тăваççĕ, чечек çитĕнтереççĕ.

Шăпах пултаруллă, ĕçчен те хастар, тăван тăрăх тирпей-илемĕшĕн тăрăшакансене хавхалантарас тата вĕсен илемĕпе паллашас тĕллевпе "Каçал ен" хаçат "Одноклассники" социаллă сетьре "Тирпей-илем" сăнỹкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕ. Конкурса пĕтĕмлетнĕ май Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем ырми-канми ĕçлеме, канма, чун киленĕçĕ валли вăхăт тупма та пултарнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Чăннипех маттур вĕсем. Конкурса хутшăнакансем йышлăрах пуласса шаннăччĕ. Апла пулин те сăнỹкерчĕксем ярса пама май тупнисене уйрăмах тав тăвасшăн. Сăнỹкерчĕксемпе тĕплĕнрех "Одноклассники" социаллă сетьри "Каçал ен" хаçат редакцийĕн страницинче паллашма пулать. Кĕрсе курăр! Хаклăр!

Паян вара эпир конкурс çĕнтерỹçисене палăртасшăн. Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Татьянăпа Валерий Плешковсен кил хуçалăхĕнчи сăнỹкерчĕксемпе паллашнă май чăннипех те чечексен пысăк та пуян тĕнчине лекнĕнех туйăнать.

Плешковсем иккĕшĕ те шкулта ĕçлеççĕ, канаççĕ, май тупса хăйсем кăмăллакан ĕçпе йăпанма та вăхăт тупаççĕ. Мĕн тĕрлĕ чечек кăна çитĕнмест пулĕ вĕсен сад пахчинче? Сад пахчинче çеç-и, пур çĕрте те - килте, тротуар айккипе, картишĕнче - хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ. Чечек савăчĕсен шучĕ те çук тейĕн.

- Вĕсен шутне шутламан. Савăт алă айне лекет те чечек лартатăп. Илемĕпе мĕн кĕркуннечченех савăнатпăр, - терĕ Татьяна Вячеславовна.

Татьянăпа Валерий çуллахи канмалли вырăна та (беседкăна) хăйсем туса ăна явăнса ỹсекен чечексемпе капăрлатнă. Çуллахи вăхăтра кунта ачасемпе, тăвансемпе канма çав тери кăмăллă. Симĕс кавир пек çеремлĕ вырăнта тĕрлĕ чĕрчунсен кĕлеткисене вырнаçтарнă, вĕсене пурне те пластик савăтран ăсталанă. Тимĕр витресемпе пысăк савăтсене сăрласа, ỹкерсе сăн кĕртме те ăста Плешковсем. Сад пахчинче пысăках мар бассейн пур. Унта чăн-чăн шыв шаписем те, пулăсем те, кăвакалсем "пурăнаççĕ". Хĕвел вăйĕпе хăват илекен лампочкăсем каçхине çуталсан кунта юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Бассейн тавра, паллах, хитре чечексем ешереççĕ. Уçă вырăнта автомашинăн резина кустăрминчен касса кăларнă шурă акăш кĕлеткисем вырнаçнă.

Тукай ялĕнче пурăнакан Курицынсен çемйи те тĕрлĕ чечек çитĕнтерме ăста. Ретĕн-ретĕн лараççĕ вĕсем. Çурт умĕнчи пахча хĕрлĕ, шурă, сарă, кăвак, кĕрен кавирпе витĕннĕ тейĕн.

Аслă Çĕрпỹел ялĕнче пурăнакан Кашкоровсен пахчи те илем тĕнчине çаврăннă. Карта хĕррипе пĕтĕмпех - чечексем, чечексем.

Хирти Шăхасан ялĕнче тĕпленнĕ Валентинăпа Николай Яковлевсен килĕ умне пырса çитсессĕнех кунта чăннипех те илеме юратакан çынсем пурăннине туятăн. Мĕншĕн тетĕр-и? Çурт умĕнчи пахчара мĕн тĕрлĕ кăна чечек ỹсмест пулĕ? Астра, петуни, георгин, настурци, роза, хоста... - пурне те çырса та пĕтереймĕн. Автомашина резининчен касса кăларнă акăшсене те, бассейн та вырнаçтарнă пахчана. Пĕтĕмпех килĕшỹллĕ. Валентина Павловна пĕлтернĕ тăрăх, чечексем çитĕнтересси, вĕсене юратасси таçта шалта пулмалла. Ăçта мĕн лартассине те маларах палăртса хумалла иккен.

- Чи малтанах ĕçе юратмалла, ăна тĕплĕн пурнăçламалла. Чечек хăйне пăхнине килĕштерет. Ăна акмалла, шăварса çитĕнтермелле, куллен пăхса тăмалла, - терĕ Валентина Павловна.

Асанкассинчи Оксана Копташкинан сад пахчинчи хỹме енче пластик кĕленчесене сыпăнтарса тунă пальма йывăççи тỹпене "кармашать". Пальма йывăççипе юнашар чечексем çеçкере. Панулми йывăççи айĕнче "кăмпасем тухса ларнă". Вĕсене кил хуçи хĕрарăмĕ кирлĕ мар савăт-сапаран тата тункатасенчен ăсталанă. Пластик савăтсенчен, йывăçран хатĕрленĕ тĕрлĕ чĕрчун та сад пахчине илем кỹреççĕ. Ĕçчен çын пур çĕрте те пултаруллă пулнине тĕслĕхпе çирĕплетет Оксана.

Комсомольскинче пурăнакан Людмилăпа Игорь Рыжовсен кил картине те настурци, астра, георгин, петуни, гладиолус, лили, флокс, хризантема чечекĕсем тата ыттисем те илем кỹреççĕ.

Картишĕнче ĕçленĕ хыççăн канма беседка тунă. Ун тăрăх явăнса чечек ỹсет. Хĕвеллĕ çанталăкра сулхăна ларса канма çав тери аван. Çурт умĕнчи пахчара та тĕрлĕ чечексем çитĕнеççĕ.

Комсомольскинче пурăнакан Ираидăпа Владислав Максимовсен пахчинче те 126 тĕрлĕ чечек çитĕнет. Вĕсен пахчи яланах çеçкере, çуркуннерен мĕн хура кĕркуннечченех. Ахальтен мар иртен-çỹрен вĕсен чечекĕсене яланах ăмсанса пăхать. Максимовсем пахчари хăтлă вырăна кăмăлпа çĕнетсех тăраççĕ. Чечексене шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ, çумлаççĕ...

Ỹркенмен ăста пулнă теççĕ. Чăнах та, конкурса хутшăнакансем - алă ăстисем, маттур çынсем. Вĕсем çутçанталăк кĕтесне йĕркелесе пире ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсен пуян опычĕпе паллашмалли вара нумай. Чечексен илемлĕ тĕнчи пурин чунне те вăратать, кăмăла çĕклет-çке.

Кашни хуçан пахчи хăйне кура илемлĕ. Çĕнтерỹçĕне палăртма çăмăлах пулмарĕ. Апла пулин те Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Татьянăпа Валерий Плешковсен кил картишĕ - чи илемли тата тирпейли тесе палăртрăмăр. Яковлевсен, Максимовсен, Кашкаровсен, Копташкинсен, Рыжовсен, Курицынсен сад пахчийĕсем - чечексемпе чи пуяннисем.

Конкурса хутшăннă çемьесене августăн 29-мĕшĕнче "Каçал ен" хаçат редакцийĕнче 10 сехетре чыслатпăр. Эпир сире хапăл туса кĕтетпĕр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика