Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе - тулли кăмăлпа

08 августа 2017 г.

Унпа Анат Юлăш ялĕ çывăхĕнче сенаж турттарнă çĕрте паллашма тÿр килчĕ. Кунта нумай çул «Новый путь» хуçалăхра вăй хуракан механизаторсемпе водительсем хушшинче юлашки çулсенче ĕçе кÿлĕннĕ çамрăксене те курма пулать иккен. Вĕсенчен пĕри - Шуркасси ялĕнчи Александр Евдокимов водитель.

Вăл ĕçе тиркеменни, хаваспах палăртнине пурнăçлани тÿрех сисĕнчĕ. Акă уйра сенаж турттаракансем хăйсене шансă панă техникисене пĕрин хыççăн тепри лартса тухнă. Сашăн та черечĕ кĕске вăхăтрах çитрĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăрах вăл симĕс курăка вĕтетсе тултаракан комбайн çумне пырса ларчĕ.

Унччен малтан сăмахласа илнĕ май ăна ялти пурнăç пуринчен ытла килĕшнине пĕлтĕм. Хулари пурнăçа суйламан вăл. Тăван тăрăхрах ĕçлесе тĕпленме тĕллев лартнă. «Эпĕ ялти пурнăçа килĕштеретĕп. Çывăх çынсем юнашар пулни те мана хавхалану кÿрет. Вĕсене пулăшу кирлĕ вăхăтра эпĕ çывăхрах пулни вĕсене те çăмăллăх», - тет хастар та тавçăруллă каччă. Манăн вара тÿрех çакăн пек шухăшсем çуралчĕç пуçăмра. Паянхи кун районта хуçалăхра ĕçлекен çамрăксем нумаях мар, анчах та вĕсен шучĕ пур. Çавăнпа та вĕсемпе манăн мухтанас, ĕçĕсенчи тăрăшулăхне курсан савăнас килет. Ялсенче çамрăксене тытса тăрас тесе халĕ патшалăх темĕнле çăмăллăхсем те туса пама тăрăшать.

А. Евдокимов Шуркасси ялĕнче 1991 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем çемьере тăваттăн ÿснĕ - виçĕ хĕрпе пĕр ывăл. Саша Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренсе тухнă. Ачаранах техникăпа кăсăкланнăран çитĕнсен те тÿрех водителе вĕренме шутланă вăл. Элĕкре ДОСААФра В, С категорисене çăмăллăнах илнĕ. Хыççăн тÿрех тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Вăл хальхи вăхăтра ытларах çăмăл машинăпа çÿрет пулин те хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче йывăр тиевлĕ машинăпа утă-сенаж, е тырă-улăм турттарнă çĕрте хутшăнать. Кашни кунах çул çинче, руль умĕнче иртет унăн. Çавăнпах яваплăха туйнипе палăрать вăл.

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи пуçаруллă çамрăксен йышĕнче Александр. Техникăна юратни, ĕçрен хăраманни татах та пысăк шанчăк çуратать ăна яваплă ĕçсене хутшăнтарнă чухне. Сăмах май унăн ашшĕпе амăшĕ те чылай çул тăван «Новый путь» хуçалăхра вăй хураççĕ. Ĕçне кура хисепĕ тенешкел ялта та хисепре вĕсен çемйи. Сашăн амăшĕ хуçалăхра ветеринарта тăрăшать пулсан, унăн ашшĕ нумай çул водительте ĕçлет. Акă камран пултарулăх куçнă çамрăка. Техника енне туртăм пурри ялтах ĕçлесе тупăш илме май парать ку чухне.

А.ТУВАНСКАЯ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика