Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петровкăна пĕр тенкĕпе каяттăмăр

11 июля 2017 г.

Сурăм шывĕ çумĕнче вырнаçнă Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем Петрпа Павел апостолсене асăнса лартнă чиркÿ уявне ырă йăлапа кăçал та чаплă лару-тăрура уявласса шанатпăр. Манăн вара кун çинчен «Пурнăç çулĕпе» хаçатра çывхарса килекен çак пысăк уява эпир пĕчĕк чухне мĕнле ирттерни çинчен çырса кăтартас килчĕ.

Вăрçă çулĕсенче Питрав уявне паллă туман. Вăрçă чарăнсан вырăнти халăх ыйтнипе пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Халăх йышлах пухăнмарĕ. Эпир, 10-13 çулхи ачасем, Мартынкасси ялĕнчен пĕр 15-ĕн çуран çара уран утса кайрăмăр. Аттепе анне шăллăмпа иксĕмĕре 1 тенкĕ парса ячĕç. Вăл вăхăтра лавккасенче паянхи пек ĕçмелли-çимелли тавар тулăх пулман, çавăнпа унпа 2-3 стакан сивĕ морс ĕçрĕмĕр, лавккаран 100 грамм пĕремĕк туянса çирĕмĕр те киле таврăнтăмăр. Ун хыççăнхи çулсенче пурнăç йĕркеленсе пынă май уява халăх йышлăн пухăнма пуçларĕ. Хĕрсем чăвашла капăр тумланса ялăн-ялăн хур кайăксем пек утса çаврăнатчĕç. Пухăннă халăх вĕсене пăхса ăмсанса тăратчĕ, яшсем вара ушкăнăн-ушкăнăн хаваслă купăс кĕввипе урам юрри юрласа çаврăнатчĕç. Унтан вăрçă хирĕнчен таврăннă хастар салтаксем хавас такмаксем каласа ташлатчĕç. Хăйсем пултаруллă та маттур пулнине кăтартма тăрăшатчĕç. Вăл вăхăтра тепĕр йăла пулнă - яшсем хăйсем килĕштернĕ хĕрсене лашапа вăрласа кайнă. Хăш-пĕр çул 7-8 хĕр таран вăрланă. Çакă пирĕншĕн чи кăмăлланă самант пулнă. Эпир, ачасем, пăхса савăннă. Уявра хальхи пек Шупашкарти артистсем юрламан. Халăх йышлă пухăннă, тăван-пĕтене, тус-юлташа курса калаçнă.

Питрав уявĕ ачасемшĕн пысăк уяв- сенчен чи кĕтни пулнă. Вăл вăхăтра бригадирсем пире утă çулса пухса кĕртме васкататчĕç, уява кайма ирĕк парассипе хавхалантаратчĕç. Эпир вара шкула кайиччен уй-хирте ĕçлеттĕмĕр. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ачасен нимĕнле савăнăç та пулман.

Питрав уявĕ çуллахи хĕрÿ ĕç вăхăтĕн-че килнĕрен тата хуçалăхра ĕç алли çитменрен 1976-1977-мĕш çулсенче районти парти органĕн хушăвĕпе уява ирттерме чарчĕç. Мĕншĕн тесен Питравра Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи ялсенче кашни килех аякри тăванĕсене кĕтнĕ, йăлана кĕнĕ йĕркепе шÿрпе пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ. Çапла ĕçкĕ-çикĕ икĕ-виçĕ куна тăсăлнă. 1985 çулта Сурăм тăрăхĕнче пурăнакансем Питрав уявне тепĕр хут чĕртесси пирки ыйту çĕклеме пуçларĕç. Малтан культура ĕçченĕсемпе вырăнти хастарсем уявăн сценарине хатĕрлеттĕмĕр, ăна ирттерме ирĕк илеттĕмĕр. Унтанпа Питрав уявĕ кашни çулах иртет.

Питрав ырă асаилÿсемпе çыхăннă, çавăнпа унăн пĕлтерĕшне малалла та   сÿнме парас марччĕ.

В.АРХИПОВ,

Мартынкасси ялĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика