казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çынран начар ан туйччăр

11 июля 2017 г.

2014 ÇУЛХИ февралĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шăмăршă районĕнчи айăплав мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан филиалпа (УФСИН) Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ятарлă килĕшỹ тунă, унта уголовлă айăплавпа ирĕкрен хăтарнă е хăтарман çынсене ирĕке тухсан тĕрĕс çул суйласа илме пулăшмалли çинчен каланă. 

Çак килĕшĕве пурнăçласа, ĕçпе тивĕçтерекен центр кашни кварталтах преступлени тунăшăн ирĕкрен хăтарнă, айăплав срокĕ хыççăн киле таврăннă граждансем валли «Малашлăх» ятлă Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ йĕркелет. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта (мартăн 17-мĕшĕнче, июнĕн 21-мĕшĕнче) 16 çын консультаци илнĕ. 

Çавăн пекех центр адресĕпе ĕçлесе юсанмалли учрежденисенчен ирĕке тухнă граждансене ĕç тупса пама ыйтакан çырусем те килеççĕ. Кăçал çакăн пек 4 ыйту пулнă. Ĕçе вырнаçтаракан центр специалисчĕсем кашни ыйту çинче туллин хуравлаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. 

2017 çул пуçланнăранпа центра условно майпа айăпланă 2 çын ĕç ыйтма пынă. Пĕрне «Коммунальник» ОАОна, теприне Васан ял тăрăхĕн администрацине тирпей-илем тăвас енĕпе вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарнă.

 Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем çỹлте асăннă категорири çынсене яланах пулăшма хатĕр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика