Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Есре те, спортра та малта пулар

07 июля 2017 г.

Есре те, спортра та малта пулар

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура сỹтсе явнă ыйтусен пĕлтерĕшĕ пысăк.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче старт илнĕ, республикăра кăçалхипе 21-мĕш хут йĕркелесе ирттернĕ "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафона пĕтĕмлетме вăхăт. Аса илер: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев (вăл - марафонăн йĕркелỹ комитечĕн председателĕ те) çак паллă пулăма чи малтан Комсомольски районĕнче уçма хутшăннăччĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, ачалăха хỹтĕлес тата пулăшас тĕллевпе иртнĕ марафона районта йĕркелессишĕн те яваплă пулнă Леонард Левый çакна палăртса каларĕ: марафон пухмачне республикипе илсен пурĕ 7 миллион та 658 пин тенкĕ укçа пуçтарăннă. Çав шутран Елчĕк районĕн тỹпи 213 пин тенкĕ шутланать. Пухмача пуянлатассипе кам мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетес пулсан, республикăри 21 районпа танлаштарсан, эпир - 10-мĕш вырăнта. Кайри пулма хăнăхман Елчĕк районĕн ертỹлĕхне, каламасăрах паллă, çакă тивĕçтермест.

- Кỹршĕллĕ Комсомольски районĕ марафон шучĕ çине, пирĕнпе танлаштарсан, икĕ хут ытла (503 пин тенкĕ) укçа-тенкĕ куçарма пултарнă. Эпир вĕсенчен мĕнпе кая? - терĕ Леонард Васильевич.

Апла пулин те çак пархатарлă ĕçре пуçарулăх кăтартнă коллективсене уйрăммăн палăртни, хавхалантарни вырăнлă пулмалла. Мĕншĕн тесен кирек хăш мероприятие те пысăк йышпа хутшăнакан районти вĕренỹ учрежденийĕсем (вĕсем пурĕ 24 шутланаççĕ), тĕп больница коллективĕнче тăрăшакансем хальхинче те пурте пĕр çын пек - пĕр шухăшлă пулнă.

Марафон тапхăрĕнче районта мĕн чухлĕ укçа пуçтарни пĕтĕмпех каялла муниципалитета таврăнать. Укçа-тенке тĕлли-паллисĕр те тăкакламаççĕ. Вăл медицина учрежденийĕсенче ачасем валли тĕрлĕ хатĕрсем туянма, нумай ачаллă çемьесене, йывăр çемьесенче ỹсекен ача-пăчана вĕсем валли питех те кирлĕ эмелсем, тĕрлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем, кĕпе-тумтир туянма каять. "Малашне çакна асра тытасчĕ, ăнланасчĕ", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин.

...Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов районти ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансем Республика кунне халалланă мероприятисене ушкăнпа хутшăнма пултарнине, унсăр пуçне, 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх районти 16 ялхуçалăх предприятийĕ те "АГРО-100" клуб йышне кĕме тивĕçлĕ пулнине палăртса каларĕ. Çав шутран 11-шĕ: "Комбайн" ЯХПК, "Энтепе" ООО, "Победа" ООО, "Яманчурино" ООО, "Рассвет" ЯХПК, Ленин ячĕллĕ ЯХПК, "Урожай" ООО, "Эмметево" ООО, "Сатурн" ЯХПК, "Прогресс" АХО, "АСК-Яльчики" ООО Чăваш Республикинчи чи лайăх 50 хуçалăх шутĕнче.

Кĕçех вырма та пуçланать. Уй-хирти ĕçсене тухăçлă йĕркелес тĕллевпе районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе хавхаланса юлашки çулсенче çĕнĕ йышши хăватлă техникăсене сахал мар туяннă. Техника паркĕсем кăçал тата пуянланĕç - паян-ыранах района 8 единица (пурĕ 40 миллион тенке яхăнлăх) çĕнĕ техника килсе çитмелле. Çав шутра КСУ-1 йышши жатка 3 единица (вĕсене "Энтепе" ООО, "Труд" ЯХПК, В.Смирнов фермер туянать), тĕш тырă çапса тĕшĕлекен "АГРОС-550", "АГРОС-585" йышши 3 комбайн ("Яманчурино" ООО, "Энтепе" ООО, В.Смирнов фермер), выльăх апачĕ пухса кĕртнĕ çĕрте усă куракан "ДОН-680" йышши комбайнсем 2 единица ("Колос" ЯХПК тата В.Смирнов фермер) туянаççĕ. Ку чухне вĕсем "Россельхозбанк" АО пулăшăвĕпе (хушма офисăн районти уйрăмĕн управляющийĕ Алексей Миллин) усă курнă.

Çакна палăртма та кăмăллă, "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" сахал яваплă обществăри, "Рассвет" ЯХПКри, "Нива" агрофирма" ОООри тата "Эмметево" ОООри ĕçлĕ ушкăн утă уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче Тутарстанра иртекен "Пĕтĕм Раççейри Уй кунĕ - 2017" агропромышленность форумне хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ.

...Канашлура çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе республикăра кăçалхипе 10-мĕш хут иртнĕ муниципалитетсен пуçлăхĕсен тата муниципалитет служащийĕсен кунĕ мĕнле иртнине те пĕтĕмлетнĕ. Пуçлăхсен кунне Николай Миллин ертсе пынипе Елчĕк районĕнчи муниципалитет служащийĕсем те хутшăннă. Елчĕксем ыттисенчен кая мар спорт ăмăртăвĕсенче, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине асра тытса тараватлăн кĕрекене пухас - сĕтел хатĕрлессин конкурсĕсенче тупăшнă. Спорт ăмăртăвĕсенче Алексей Трофимов, Татьяна Пекпатрова, Виктор Федотов, Георгий Зайцев, Валерий Петров, Ольга Тихонова япăх мар кăтартусем çывхартма пултарнипе палăрнă. Елчĕксем пек сĕтел хатĕрлеме пултаракан вара республикипе те урăх тупăнман - тутлă ĕçме-çимене сĕтел ури аран чăтса ларнă. Паллах, сĕтел хатĕрлессипе вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

Çак мероприяти муниципалитет пуçлăхĕсемпе муниципалитет служащийĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерме, патшалăх шайĕнчи пысăк ыйтусене татса парассинче пĕрлехи вăйпа килĕштерсе, тухăçлă ĕçлеме витĕм кỹмелле.

Светлана АРХИПОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Муниципалитетсен пуçлăхĕсен тата служащийĕсен уявне районтан хутшăннă ушкăн республика Пуçлăхĕпе М.В.Игнатьевпа 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика