Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье хуçалăхĕн малашлăхĕ

04 июля 2017 г.

Çемье хуçалăхĕн малашлăхĕ

Тăваттăмĕш çул çине кайрĕ Тушкил ял тăрăхĕн территорийĕнче “Сергей Разинович Илларионов” хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕренпе. 
Илларионовсем хăйсем кÿ-ршĕллĕ Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнчен. Аякра та мар - тÿртен виçĕ-тăватă çухрăмра кăна темелле. Алă тăссан, алă та çитет тейĕн. Разин Илларионовичпа Зоя Викторовнан туслă çемйинче виçĕ хĕр те икĕ ывăл ÿснĕ, кашниех хăйсем кăмăл тунă профессие суйласа илсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Халĕ вĕсем, ашшĕ-амăшĕн пилĕпе темелле-ши, пурте çемье хуçалăхне тата фермине çĕклеме вăй хураççĕ.
“Ял ĕçченĕ” хаçат страницисенче С.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ тенине çынсем тăтăшах кураççĕ-ха ĕнтĕ, вуласа та пĕлеççĕ е производство сводкисенче те паллашаççĕ çемье ĕçĕн кăтартăвĕсемпе. Сергей Разинович çемьере асли, хуçалăх пуçлăхĕ те вăлах. Фермер хуçалăхне йĕркелес ĕçре унăн тÿпи пысăк. Йĕркеллĕ çемьесенче аслă ачине кĕçĕннисем яланах итленĕ, мала хунă. Кунта та çапла. Вĕсем те ĕмĕртен пыракан ырă йăлана пăсмаççĕ. Унăн виçĕ йăмăкĕпе шăллĕ, вĕсен ачисем те, йăмăкĕ Надежда Разиновна каланă тăрăх, çуллахи вăхăтра пурте фермăра ĕçлеççĕ. Ферма вĕсемшĕн пуриншĕн те тăван кил, тăван хуçалăх пекех пулса тăнă-çке-ха. 
Надежда Разиновна тата унăн мăшăрĕ Александр Валерьевич ферма заведующийĕ-пе хуçалăх управляющийĕн ĕçне пурнăçлаççĕ малтанхи кунсенченех. Ольга Разиновна хуçалăхри столовăй заведующийĕнче ĕçлет, вăл Тушкилти Любовь Васильевна Алексеевапа пĕрле ĕçлекенсене ылмашăнса кунне икĕ хутчен апат пĕçерсе çитерет. Апачĕ вара тутлă кăна мар, тÿлевсĕр те. Столовăй валли çĕрулмипе пахча çимĕçе те коллективпа ферма территорийĕнчех туса илеççĕ. Алена Разиновна сĕт туса илсе унран продукци хатĕрлекен цех начальникĕ. Юрий Разинович та кунтах, хуçалăх пуçлăхне пулăшаканĕ пулса тăрăшать. Никам та ĕçсĕр мар. Çемье членĕсем ĕçри харпăр хăй тивĕçĕсене пурте тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшаççĕ пулин те, Сергей Разиновичпа канашласах тăраççĕ. Сăмахран, Надежда Разиновна ман умрах сотовăй телефонпа канаш тытрĕ унпа хăйне хумхантаракан ыйтупа.
Паянхи куна штатпа 18 çын вăй хурать хуçалăхра. Вырăнти Тушкил ялĕнчен те, Арапуçĕнчен те, ытти ялсенчен те ĕçлеççĕ кунта. Ĕçкĕçĕсене тытмаççĕ - çаплах каларĕ Надежда Разиновна. “Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан коллектив кăна тухăçлă ĕçлеме пултарать”, - терĕ. Хăйсем те фермăран татăлмаççĕ, кунтах пурăнаççĕ, вĕсене кура ытти ĕçлекенсем те çавна хăнăхнă. Канмалла пулсан, канса илеççĕ те, унтан татах ĕçе пуçăнаççĕ. 
Кунта уйăхра вăтамран 14-16 пин тенкĕ ĕçлесе илнине калаççĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнисĕр пуçне, çĕр ĕçĕпе те пурăнаççĕ. Тĕрĕссипе, ку ĕçсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Хуçалăхăн 1500 гектар çĕр пур. Унта тырă, выльăх апачлĕх культурăсем, кукуруза туса илеççĕ. Сĕтеклĕ апатлăх кукуруза 190 гектар таранах йышăнать. Хальхи вăхăтра хуçалăхра пикенсех сенаж хываççĕ. Эпир унта пулнă чухне вĕтетнĕ массăна ĕçчен механизатор Владимир Ильич Алексеев Т-150 тракторпа пусăрăнтаратчĕ. Траншея массăпа тулнăпа пĕрехчĕ. Люцернăран хываççĕ сенажа. “Курăксен масси лайăх”, - теççĕ ăна çулса-кушăхтарса турттаракансем.
Витесем те, ял хуçалăх техники те лайăх, вĕсене юлашки çулсенче çĕнетнĕ. Витесенче ку чухнехи технологипе усă курма тăрăшаççĕ. Çемье ферминче хальхи вăхăтра пурĕ 730 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 350 сăвакан ĕне усраççĕ. Выльăхсен йышĕ те, продуктивлăхĕ те çултан çул хушăнса пырать. Сĕт туса илессипе вĕсем “Акконд-агро фирма” АО хыççăн районта иккĕмĕш вырăнта. Куллен 6 тонна ытла сĕт сăваççĕ. Çемье 2014 çултах фермăна аталантарма 5 млн. тенкĕлĕх Грант çĕнсе илнĕ. Çак тĕллев пурнăçа кĕрсе пырать. 
С.Илларионов хуçалăхĕ районта çеç мар, республикăра та ырă ята тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть фермăра хăйсем туса илнĕ сĕтрен тĕрлĕ продукци - турăх, вĕретнĕ сĕт, уйран, нимĕнпе те хутăштарман сĕт туса илекен цех хута ячĕç. Çак паллă самантра унта ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та пулчĕ, хуçалăхăн, çемье фермин ĕçне пысăк хак пачĕ, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ.
Илларионовсем Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурĕ 16 çĕнĕ йышши молокомат вырнаçтарнă. Сĕт суса илнинчен пуçласа молокомата çитиччен ĕçе автоматизациленĕ. Сунă сĕте тÿрех 4 градус таран сивĕтеççĕ те тутăхман, сывлăш кĕмен 200 литрлă савăтсемпе хуласенче вырнаçтарнă молокоматсене ăсатаççĕ. 1 литрне вăтамран 35 тенкĕпе сутаççĕ. Хула çыннисем çемье фермин продукцине питĕ кăмăлласа туяннине каласа кăтартаççĕ. 
Ĕçлеме ÿркенмен ăста пулнă теççĕ халăхра. Пурнăç - малаллах. Илларионовсем малашлăх çитĕнĕвĕн никĕсне паян хываççĕ. Паянхи ырă ĕç ырăпах таврăнасса шанаççĕ. Ашшĕпе Разин Илларионовпа мăнукĕсем те шанаççĕ çакна, вĕсем те сĕт продукцийĕ ĕçлесе хатĕрлекен цеха уçнă çĕре хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика