Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе хаçата тишкертĕмĕр

16 июня 2017 г.

Ачасен çуллахи каникул пуçланчĕ пулин те эпир вĕсене куçран вĕçертместпĕр. Иртнĕ кунсенче Вера Морозова журналист Питĕшкасси шкулĕн вĕренекенĕсемпе курнăçса калаçрĕ, район хаçачĕпе паллаштарчĕ. Хальхинче эпир Элĕкри вăтам шкул çумĕнчи «Хĕвел» кану лагерьне çÿрекенсемпе тĕл пултăмăр.

Пирĕн çамрăк вулакансем район хаçатне аванах пĕлеççĕ иккен. Хăйсем сайра хутра кăна алла тытса вулаççĕ пулин те (ку паянхи вăхăтăн палли тейĕпĕр) ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕ «Пурнăç çулĕпе» хаçата килĕштерсе вуланине хыпарларĕç. Апла пулсан çемьере район хаçачĕ пурăнать-ха.

«Хĕвел» лагере çÿрекен вăтам классенчи вĕренекенсемпе хаçат тытăмне тишертĕмĕр. Пухăннисем хушшинче ытларах шкулти редколлеги членĕсем пулчĕç, çавăнпа та вĕсемшĕн хаçат тăвасси ют ĕçех те мар. Пичет кăларăмĕнче усă куракан терминсен пĕлтерĕшĕсене уçса пани те питех кăсăклă пулчĕ ачасемшĕн.

Кĕçĕн классемпе вара вăйă мелĕпе хаçата тăвакан çынсен профессийĕсем çинчен пĕлтĕмĕр. Тĕрĕс хурав паракансене суйласа чăн-чăн редколлеги йĕркелеме май килчĕ. Ачасем пĕрин хыççăн тепри ыйту пама тăрăшрĕç. Ыйтăвĕсем вара пĕри тепринчен интереслĕрех.

Юбилей тĕлне хаçатра пĕлтернĕ конкурссем çинчен те пулчĕ калаçу. Кĕçĕннисем савăнсах кивĕ хаçатсенчен тĕрлĕ ал ĕçĕ ăсталама калаçса татăлчĕç. Сăмах май, залра шăпах хаçатран питех те килĕшÿллĕ касса кăларнă шлем тăхăннă арçын ача тупăнчĕ. Вăл пухăннисемшĕн тĕслĕх пулчĕ. Аслисем вара стена хаçачĕсен конкурсĕнче тупăшма палăртрĕç.

М.МИХАЙЛОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика