Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулăр! "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

16 июня 2017 г.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра хальхи вăхăтра час-часах çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Căмахран, йăлари çутçанталăк газĕпе наркăмăшланасран (ун пек тĕслĕхсем сахал мар пулса иртеççĕ) халĕ ятарлă прибор çăлма пултарать. Ăна газоанализатор теççĕ. Анчах та унпа çынсем хăйсен ирĕкĕпе усă кураççĕ. Саккун тăрăх ăна никам та хĕсĕрлесе ларттараймасть. Анчах та граждансем норматив докуменчĕсене лайăх пĕлменрен вĕсене хăш-пĕр "çаврăнăçуллă" çынсем уйрăм çуртсенче е хваттерсенче газоанализатор лартма хĕсĕрлеççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем пирĕн республикăра темиçе те пулнă. Пирĕн района та çавăн пек "усламçăсем" килме пултараççĕ. Çавăнпа та граждансене асăрхануллăрах пулма чĕнсе каласшăн. Хваттерсемпе уйрăм çуртсенче газоанализатор лартма хĕсĕрлени саккуна хирĕçле. Прибора çын хăй килĕшсен çеç лартма юрать. Тĕрĕссипе каласан, газоанализатора (унăн пахалăхне пĕлтерекен сертификат пулмалла) çуртра е хваттерте вырнаçтарнине ырламалла çеç, мĕншĕн тесен вăл тĕрлĕ пăтăрмахсенчен тата сарăмсăр пулăмсенчен çăлса хăварма пулă-шать. Ăна çутçанталăк газĕпе хутса ăшăтакан çуртсенче вырнаçтарни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах та прибора лартма ятарлă лицензипе ĕçлекен организацисем çеç пултараççĕ. Енчен те сирĕн пата çутçанталăк газĕпе çыхăннă ыйтусемпе кам та пулин пычĕ пулсан, чи малтанах унран удостоверени ыйтăр, 04 е 104 телефонпа шăнкăравласа вăл газ службинче ĕçленине ыйтса пĕлĕр. Газоанализатор лартас текенсен вара малтан газ службипе ятарлă килĕшỹ тумалла. Ку сире кукăр алăллă çынсен мăшкăлĕ пуласран тата укçана çилпе вĕçтересрен çăлса хăварĕ.

И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

 

 
 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика