Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăванĕсемпе ял-йыш унпа мухтанаççĕ

15 июня 2017 г.

Пирĕн районти Пĕрремĕш Хурашаш ялĕнче ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман çемье пур. Кил хуçисем - Сергей Александровичпа Людмила Владимировна Корчаковсем, ял çыннисемпе танах хушма хуçалăх тытса пыраççĕ, выльăх усраççĕ, пахчара тăрмашаççĕ. Тен, выльăх шучĕ ыттисенчен нумайрах пулни - тăватă ĕне, пăрусем - вĕсене пĕр ялта пурăнакансенчен кăшт уйăрса тăрать пулĕ. Людмилăпа Сергей Корчаковсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Асли, Николай, хальхи вăхăтра республика тулашне ĕçлеме çỹрет. Вăтамми, Федор, Мускаври Çар институтĕнче вĕренет. Кĕçĕнни, Олеся, Çĕн Атикасси шкулĕнче 8-мĕш класра ăс пухать, спортпа туслăскер тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать.

Паян манăн вулакансене Корчаковсен Федор ывăлĕ пирки тĕплĕнрех каласа парас килет. Вăл 1997 çулта çуралнă. 2014 çулта Çĕн Атикассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Федя Мускаври Çар институтне бюджетлă вырăна вĕренме кĕме пултарнă. Виççĕмĕш курсра вĕренекен ентешĕмĕр кăçал Мускавра Çĕнтерỹ уявне халалласа ирттернĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăннă. Майăн 8-мĕшĕнче Александровски садра Паллă мар салтак вилтăприйĕ патĕнче Ĕмĕрлĕх вут çутнă çĕрте пулнă. Майăн 9-мĕшĕнче вара Кремль курсанчĕсемпе пĕрле Çĕнтерỹ парадĕнче утнă, Раççей Президенчĕ Владимир Путин чечек кăшăлĕсем хунă çĕрте пулнă. Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Корчаковсем çемйипех телевизорпа Мускаври парада кăтартнине пăхнă. Вĕсем кăна-и - хурашашсем пурте сенкер экран умĕнчен пăрăнман, хăйсен маттур ентешне курма тăрăшнă. Ретĕн-ретĕн тăрса утакан маттур курсантсем хушшинче çывăх çыннине асăрхаса юлайман пулин те, вĕсем пурте Федор çавăн пек пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнма пултарнăшăн мухтанаççĕ.

"Пирĕн Федя чăннипех маттур, - тет Леонид Иванович Великанов, яшăн мучăшĕ. - Хам астăвасса, пирĕн ялти çамрăксем хушшинче офицера вĕренекен пулман.Федя ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать, эпир унпа мухтанатпăр".

Олеся йăмăкĕ те Федя пиччĕшĕ Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăнма пултарнăшăн хĕпĕртет. Хĕрачан спорт енĕпе малалла аталанса пыма камран тĕслĕх илмелли пур - Федор Корчаков Мускавра вĕреннĕ хушăра пилĕк енлĕ ăмăртусенче спорт мастерĕн кандидачĕн ятне хỹтĕленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика