Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Етĕрнене çитсе курчĕç

09 июня 2017 г.

Çак кунсенче Мăн Вылăри пĕртăван Семеновсен ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи кану лагерьне çÿрекен 20 ача «Ядринмолоко» предприятие çитсе курчĕ. Вĕсене Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов кĕтсе илчĕ, кану кунĕсем çитнĕ ятпа саламларĕ. Уяв программинче клоун, пират, ĕне костюмне тăхăннă пултаруллă çамрăксем ачасемпе тĕрлĕ вăйă ирттерчĕç, фокуссемпе тĕлĕнтерчĕç. Çак кун ачасем тÿлевсĕрех предприяти кăларакан пуян продукцие астивме пултарчĕç. Вĕсем батут тата вĕрсе хăпартнă катаччи çинче чун каниччен ярăнчĕç. Çул çине те хăнасене пуш алăпа ямарĕç, кашниех парнене тивĕçрĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика