Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пурте пĕр йăхран

25 апреля 2017 г.

Çулсеренех апрель уйăхĕнче Шупашкарта «Элĕк ачи» ентешлĕх уявне ирттереççĕ. Кăçал та хисеплĕ ентешсем черетлĕ хут Агрегат завочĕн культура керменне пухăнчĕç. Асăннă уява Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Раççейри экологи çулталăкне халалларĕç.

«Элĕк ачи» ентешлĕх уявне унăн президенчĕ, 1999 çултанпа ертсе пыракан Владимир Иванов уçрĕ. Вăл Элĕксем пур çĕрте те маттур пулнине, пирĕн тăрăхран паллă та хисепе тивĕçнĕ вун-вун çын тухнине пĕлтерчĕ. Вĕсен йышĕнче çыравçăсем, тĕпчевçĕсем, Совет Союзĕн Геройĕсем те пуррине палăртрĕ. «Элĕк тăрăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕпе чăннипех те пуян. Халăх историне, унăн пуянлăхне сыхласа хăварасси, çитĕнсе пыракан ăрăва тăван çĕре, тăван района юратма вĕрентесси пирĕнтен тата çакăн йышши пысăк мероприятисем ирттернинчен нумай килет», - ентешсене уявпа саламланă май палăртса каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина.

Ентешлĕх уявĕ пурне те пĕр çĕре пĕрлештерчĕ. Кунта пирĕн районта çуралса ÿснĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнакан ентешсем пухăнчĕç. Пĕр-пĕринпе курса калаçнинчен пахи мĕн пултăр; Аслă çулхисем кăна мар, çитĕнсе пыракан ăру та çак уява килни савăнтарчĕ. «Залра ентешсене курма питĕ хавас пулчĕ. Эпир пурте тăвансем, пĕр йăхран тухнă пекех туйăнчĕ мана. Пурин сăн-питĕнче те савăнăç, йăл кулă, - терĕ Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Филиппова.

Кăçалхи уявра ентешлĕхшĕн вылякан спортсменсене те пысăк сцена çинче чысларĕç. Мăн Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ Олег Андреев пирĕн районта спорт вăйлă аталаннине, ăна пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕ, спортсменсене тав туса парнесем пачĕ.

Килĕшес килет унпа, мĕншĕн тесен фойере те туслăх хуçаланчĕ. Уява килекен кашни çыннах кунти кĕнеке куравĕпе, «Элĕк ачи» ентешлĕх историйĕпе стена çинчи сăн ÿкерчĕксемпе паллашма пултарчĕ. Кунта та тăван Элĕк районне юратни, унпа мăнаçланни курăнчĕ.

Чăваш пурнăçĕнче ял-йышпа пухăнса ирттерекен йăла-йĕрке мĕн ачаран этеме унăн çут çанталăкри вырăнне ăнланма, çамрăксене хамăр тăрăхри сăвă-такмакпа паллашма, ваттисене хисеплеме май парать. «Элĕк ачи» ентешлĕх кăçал 25 çул тултарчĕ. Апла пулин те вăл çамрăк-ха. Çакна сцена çинче пултарулăх ушкăнĕсем тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Тавăтсем хăйне евĕрлĕ уяв программи хатĕрленĕ. Кашни номер умĕн сăвă вулани килĕшнине палăртрĕç аслăрах çулхисем. Светлана Васильева, Александр Казыкин, Виктория Герасимова солистсен юррисем кăмăла çĕкленине залра ларакан халăх тăвăллăн алă çупни те тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ. Клоунсем сцена çине тухсан халăх чăн-чăн цирка лекрĕ тейĕн. Çамрăксем хăйсен шÿчĕсемпе тыткăнларĕç.

Юлăш ялĕнчен килнĕ «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-такмакĕпе пурне те ташша чĕнчĕ. Вунă çынран ытла тăракан ушкăнра тĕрлĕ çулсенчи çынсем. Хамăр тăрăхри юрăсене шăрантарса кăмăла çĕклеме пултарчĕç вĕсем. Сцена çинче кăна мар, фойере те Юлăшсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Сергей Багров хăйĕн купăсне тăсса ярсан пурте ташша тухрĕç.

Уява халăх йышлăн пухăнчĕ. Сумлă хăнасем «Элĕк ачи» ентешлĕх уявне чĕрĕк ĕмĕр тултарнă ятпа чун-чĕререн саламларĕç, ырă сăмахсем каларĕç. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче Çулавăç ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Казакова-Сэйт илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Элĕк районĕн гимнĕсĕр епле-ха; Владимир Иванов сцена çине тухсан пурте унпа пĕрле ура çине тăрса гимн юрлама пуçларĕç. «Алран кайми аки-сухи», Чăваш Республикин гимнĕ те эпир, Элĕксем, яланах туслă пурăннине, пĕрне-пĕри хисепленине çирĕплетрĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика