Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субботник ирттерчĕç, футболла вылярĕç

03 мая 2017 г.

Хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртесси аслисемпе пĕрлех çамрăксен тивĕçĕ те пулмалла. Çак ĕçе пурин те хастар хутшăнмалла. Çакна тĕпе хурса Какаç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта тĕрлĕ çĕрте вĕренсе, ĕçлесе пурăнакан хĕрсемпе каччăсем тата Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче тĕрлĕ классенче пĕлÿ илекен ачасем майăн 1-мĕшĕнче субботник йĕркелерĕç. Вĕсем ялти клуб çывăхĕнчи территорие тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăк патĕнче тасатса тирпейлерĕç. Сăмах май, ялти çамрăк хастарсем çулсеренех асăннă палăк йĕри-тавра чечексем лартаççĕ, çу каçипех вĕсене шăварса пăхса тăраççĕ. Хальхинче ял пуçĕнче футболла тата волейболла вылямалли лапамри çÿп-çапа та пуçтарчĕç. Ĕçе вĕçлесен йăлана кĕнĕ йĕркепе тĕрлĕ çулсенчи ачасемпе çамрăксем футбол вăййинче вăй виçрĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика