01 апреля 2017 г.
Çутçанталăк пулăмĕсем çынсен ĕмĕрĕнче чылай улшăнусемпе палăраççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенче пирĕн ялта йывăçсем питех те сахал ÿсетчĕç. Хăшĕ-пĕри çырмасен таврашне йăмрасем ларткаласа ÿстернĕ-ха. Анчах çулсем иртнĕ май ялта пурăнакансем картасем тытсах тĕрлĕрен йывăçсем: хурăн, чăрăш, хыр, ăвăс, пилеш, палан, катăркас тĕмĕсене те лартса ÿстерме пуçларĕç. Халĕ кашни хуçалăхра сад пахчи пур. Унта улмуççи, груша, чие, хурлăхан, хăмла çырли, иçĕм çырли ÿстереççĕ.
Таябинка шывне плотина туса пĕвелени те ял сăн-сăпатне нумай улăштарчĕ. Ял витĕр юхса тухакан çырма тăршшĕпех чăтлăх вăрман пек хăвасем ÿсеççĕ, вĕсене никам та лартман - хăйсем тĕллĕнех хунаса кайнă. Ял хушшинче йывăçсем нумай пулнăранах кунта вăрманти кайăксем те вĕçсе килнине халĕ час-часах асăрхатпăр. Ĕлĕк ялта çерçисемпе хура кураксем, кăсăясемпе уйăпсем, ула кураксемпе кăвакарчăнсем, тăрисемпе путенесем, шăнкăрчсем, чакаксемпе чавкасем пурăнатчĕç. Халĕ вара март уйăхĕнчех çерçи евĕрлĕ шултăра пилеш кайăкĕсене ушкăнпа йывăç çине вĕçсе килсе ларнине куртăмăр. Улатаккасем те вĕçсе килнĕ, хурисем те, симĕссисем те пур, вĕсем йывăç хупписене таккаса сас тăваççĕ. Часах, акă, куккук сасси илтĕнме пуçлĕ. Куккук сасси вара ял çийĕн Питрав çитичченех янăраса тăрĕ. Çĕрлехи вăхăтра йывăçсем хушшинчен тĕрлĕ тĕслĕ тăманасем ухатана вĕçсе тухса чаштăртаттараççĕ. Ÿхĕсем ÿхлетни те илтĕнет, çанталăк ăшăтсанах пăрчăканпа чие кайăкĕсем, шăкăлчи, шăпчăксем вĕçсе килеççĕ, шăпчăк вара ирхине хăйĕн илемлĕ юррипе савăнтарать.
Пĕве тунăранпа пулăсен тĕнчи те улшăнчĕ. Хальхи вăхăтра унта карп, карась, уланкă пулăсем ĕрчеççĕ. Колхоз саланнă хыççăн фермăсем юхăнчĕç, тислĕк шывĕсем юхма пăрахрĕç. Таябинка çырминчи шыв тасалчĕ. Пулă тытма çÿрекенсем каланă тăрăх, ĕлĕк сад пулнă вырăнта хăвалăх витĕр юхса выртакан тарăнрах вырăнсенче çăрттан, партас, хĕрлĕ çунат ятлă пулăсем тытнине калаççĕ. Çак пулăсем Пăла шывĕ тăрăх Сĕве юханшывĕнченех хăпарса Таябинка шывне çитеççĕ - халĕ кунта ĕрчеççĕ. Ĕлĕк пирĕн çырмара вĕтĕ пулăсем анчахчĕ. Ача-пăча çав пулăсене вăлтапа тытсан та савăннă. Халĕ пулăçăсем пĕверен çу тăршшĕпех шултăра пулăсем тытаççĕ. Ют çĕртен те кунта пулă тытма нумаййăн килеççĕ.
Çутçанталăк илемĕпе савăнса пурăнар, унăн тусĕсем пулар.
О.МИРОНОВА,
Таяпа Энтри ялĕ.
Первоисточник: "Елчeк Ен"