Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшусен калăпăшĕ ÿсрĕ

29 марта 2017 г.

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан нумай функциллĕ центр Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пулăшăвĕсене анлăлатрĕ.

Районти нумай функциллĕ центр маларах çынсенчен Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕсене 20 çул, 45 çул çитсен, хушамата, ята, ашшĕ ятне, юрăхсăрлăха тухнă май улăштарнă чухне документсене, сăнÿкерчĕксене çеç йышăннă пулсан, кăçалхи мартăн 20-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн гражданинĕн хатĕр паспорчĕсене те пама пуçăнчĕ.

Унсăр пуçне нумай функциллĕ центр Раççей Федерацийĕн территорийĕнче граждансене пурăннă вырăнта регистрацилес, учетран кăларас, ют çĕршыв, гражданлăхсăр çынсене килнĕ вырăнта регистрацилес, 5 çуллăха ют çĕршыва каймалли паспортсене хатĕрлеме документсене йышăнас тата парас енĕпе те ĕçлет.

Раççей Федерацийĕн паспортне улăштарма 300 тенкĕ, юрăхсăра тухнă паспорта улăштарма 1500 тенкĕ, çул çитнĕ çынсен ют çĕршыва каймалли паспортне хатĕрлеме 2000 тенкĕ, çул çитмен ачасен ют çĕршыва каймалли паспортне хатĕрлеме 1000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемелле.

Кирлĕ документсен пуххи тата пулăшусен условийĕсем пирки тĕплĕнрех 8 /83549/ 2-57-09 телефонпа ыйтса е нумай функциллĕ центр сайтĕнчи «Паракан пулăшусен списокĕ» пайра пĕлме пулать.

Л.ВИКТОРОВА,
патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене паракан районти нумай функциллĕ центр ертÿçи.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика