Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивальтен - çĕнтерÿпе

21 февраля 2017 г.

Февралĕн 18-мĕшĕнче Элĕкри ачасемпе çамрăксен ÿнер шкулĕн «Ладушки» ташă ушкăнĕ тата вĕренекенĕсем, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Рябинушка» халăх коллективĕ «Талантсен калейдоскопĕ» Пĕтĕм Раççейри вокалпа хореографи, театрпа художество тата инструмент пултарулăхĕн 2-мĕш фестивль-конкурсне хутшăнчĕç. 7 номерпе сцена çине тухрĕç. «Соло» номинацире Силина Борисова 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăчĕ. Эстетика класĕнче пĕлÿ илекен Артемий Алексеев матроссен ташшипе 2-мĕш степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçрĕ. «Дуэт» номинацире А.Алексеевпа Д.Ефимова - 3-мĕш степеньлĕ, А.Осиповпа Ю.Степанова «Калинка» ташăпа 2-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕç. «Ладушки» ташă коллективĕн вăтам тата аслă ушкăнĕсем те фестивальтен çĕнтерÿпе таврăнчĕç. «Рябинушки» халăх коллективĕ «Чăваш хĕрарăмĕсен ташшипе» иккĕмĕш степеньлĕ лауреатсем пулса тăчĕ. Çакна палăртмалла, çÿлерех асăннă коллективсене пурне те Элĕкри ачасемпе çамрăксен ÿнер шкулĕн педагогĕ Лилия Ефимова хатĕрлет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика