16 февраля 2017 г.
Ял тăрăхěнче профилактика тěлěшěпе рейдсем йěркелесси çирěп йăлана кěнě. Комисси палăртнă кун ялти йěркесěр çемьесенче пулать, унти лару-тăрупа паллашать. Çавăн пекех специалистсем кил хуçисем пушар хăрушсăрлăх йěркисене еплерех пăхăнса пынине те тěрěслесе хак параççě. Çитменлěхсем тупăнсан вěсене вăхăтра йěркене кěртмешкěн предписани çыраççě. Профилактика ěçěн тěп тěллевě – инкеке пуличчен сирсе ярасси.
Нумаях пулмасть Уçырма ял тăрăхěнче профилактика рейчě иртнě. Унта ял тăрăхěн пуçлăхě В.Иванов, участокри терапевт В.Никифоров, халăх дружинин членě Ю.Николаева тата специалистсем хутшăннă. Вěсем Карл Маркс, Ленинград тата Ленин урамěсенчи хуçалăхсенче пулнă.