Малобикшихский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петěр Хусанкая халалланǎ конкурс иртрě (2017 çулхи нарăс уйăхěн 10-мěшě, 10 №)

13 февраля 2017 г.

Чǎваш халǎх поэчě П.П.Хусанкай çуралнǎранпа 110 çул çитрě. Çавна май районти вěренÿ учрежденийěсенче ачасене паллǎ сǎвǎçǎн пурнǎçепе, пултарулǎхěпе кǎсǎклантарас тата пулас ǎрǎвǎн чǎвашла илемлě пуплев ǎсталǎхне аталантарас тěллевпе чылай ěç туса ирттернě.

    Çак ěçрен Уçырмари «Хěвел» ача садěнче ěçлекенсем те пăрăнса юлмарěç. Кăрлач уйăхěн 26-мěшěнче пěтěмěшле пěлÿ паракан Вырăскас Пикших вăтам шкулěнче аслă поэтăмăра халалласа «Петěр Хусанкай хайлавěсене пăхмасăр калатпăр» илемлě вулав конкурсě иртрě. Конкурсра пирěн ача садěнчи Н.Н.Андреевăпа А.В.Малова воспитательсем аслă поэтăмăрăн  сăввисене вуласа малти вырăнсене йышăнчěç.

   Алина Владимировнăпа Надежда Николаевна чăвашла илемлě пуплев ăсталăхне аталантарас тесе ача садěнче те нумай вăй хураççě. Вěсем тăрăшнипех Уçырмари «Хěвел» ача садěнче те чăваш халăх поэтне халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс иртрě. Çак конкурсра  ачасем пěр-пěринпе ăмăртмаллах, савăнса та кулса , сăвăсем вуларěç. Чи пултаруллисен ěçěсене вара «Хастарлăх çăл куçě» видеосăвăсем конкурсне Чăваш Республикин тěп хулине ăсатрěç.

Роза Малина,

Уçырмари «Хěвел» ача сачěн заведующийě

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии  

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429320, Чувашская Республика, Канашский район, д. Малые Бикшихи, ул. Канашская, д. 80
Телефон: 8(83533) 2-02-60
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика