Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет укçине сапалама юрамасть

08 февраля 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура ЧР Транспорт министерствин "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Барсуков ĕçне тиркесе хакланă.

 Республика пуçлăхĕ хушнипе "Чăвашупрдор" КУ директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Барсуковăн, маларах Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин респу-бликăри управленине ертсе пынăскерĕн, ĕçĕн тухăçлăхĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев пуçарнă. Михаил Игнатьев тĕрĕслев мероприятийĕсем нумай çитменлĕхе çиеле кăларнине палăртнă.

Учреждени ертÿçин кадр политики ыйтусем çуратнă. Темиçе уйăхра 48 çынна ĕçе йышăннă, вĕсенчен 17-шĕ — унччен Наркотĕрĕслев службин управленийĕнче ĕçленĕ çынсем. Вĕсене ĕçе йышăннă чух сотрудниксен пĕлÿ шайĕн, специальноçпа ĕçленĕ стажăн должноç инструкцийĕсенче çирĕплетнĕ требованийĕсене уяман.

"Организаци ертÿçине наркотиксемпе кĕрешекен альтернативлă служба йĕркелеме никам та хушман. Предприяти патшалăхăн республикăра çулсем тумалли тата вĕсене юсамалли саккасĕсене пурнăçлакан тĕп тытăм шутланать. Ку енĕпе специалист-профессионалсем ĕçлеме тивĕç. Анчах тухăçлă ĕç вырăнне эпир уйрăм çынсен интересĕсене хÿтĕленине, бюджет укçине тирпейсĕр тăкакланине куратпăр", — тенĕ Михаил Игнатьев.

Тĕрĕслевĕн малтанхи кăтартăвĕсем предприятире финанс дисциплинине те палăрмаллах пăснине çирĕплетнĕ. Чăваш Енĕн юстици министрĕ Наталья Тимофеева палăртнă тăрăх — штат расписанийĕ 91 çынпа танлашать, чăннипе вара хăйсен тивĕçĕсене 60 çын пурнăçланă. Çав вăхăтрах предприятин ĕç укçин фончĕпе туллин усă курнă.

"Учреждени штат расписанийĕнче палăртнинчен чылай сахалрах çын ĕçленине пăхмасăр ĕç укçин фончĕпе кредитор парăмне 600 пин ытла тенкĕлĕх ÿстерсе янă", — пĕлтернĕ министр.

Унсăр пуçне "Чăвашупрдор" ертÿçисем штат расписанийĕнчи улшăнусене учредительпе тата пурлăх комплексĕпе яваплă органпа килĕштермен. Евгений Барсуков хăйĕн должноç полно-мочийĕсен картинчен тухнă: пĕтĕм Раççейĕпе ертÿçĕсен йышне чакарас туртăм вăй илет, "Чă-вашупрдорта" вара вĕсен шутне пысăклатнă. "Унччен "Чăвашупрдорта" ертÿçĕн пĕр заместитель пулнă, Евгений Барсуков хушнипе вара ертÿçĕсен шутне тăватă единица таран ÿстернĕ. Пĕр заместитель вырăнне виççĕ пулса тăнă", — тенĕ Наталья Тимофеева.

2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса раштавăн 1-мĕшĕччен предприяти ертÿçи хăй пуçарнипе 5 миллиона яхăн тенкĕлĕх хавхалантару тÿлевĕсем панă.

"Мĕнле тÿлес тетпĕр — çавăн пек шутласа паратпăр" — йышăнăва çакнашкал принциппа тунă, — палăртнă Тĕрĕслев тата общество хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин. — Предприятире тивĕçлĕ норма докуменчĕсене çирĕплетмен, унсăр пуçне асăннă тÿлевсене парас тĕлĕшпе учредительпе килĕшсе татăлман".

Михаил Игнатьев виçĕ кунра тĕрĕслеве вĕçлеме, унăн кăтартăвĕсем тăрăх тивĕçлĕ инстанцисенче пăхса тухмашкăн кирлĕ документсене хатĕрлеме хушнă.

Палăртни вырăнлă: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе нарăсăн 6-мĕшĕнче Михаил Резникова Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн должноçĕнчен хăтарнă.

***

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Иван Моторинăн нарăсăн 7-мĕшĕнче алă пуснă 84-р ; хушăвĕпе Евгений Барсукова "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлассинчен хăтарнă.

Д.ВОЛКОВ

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://www.hypar.ru/

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика