23 января 2017 г.
Куславкка районěнче В.Семеновǎн «ЭнежЪ» хресчен (фермер) хуçалǎхěнче купǎста тата ытти пахча çимěç çитěнтерессипе семинар иртнě. Асǎннǎ хуçалǎха ахальтен суйласа илмен, унта пахча çимěçрен çулсерен пысǎк тухǎç туса илеççě. 2015-2016 çулсенче фермер мелиораци проекчěсене 300 гектар çинче ěçе кěртнě, инвестицисен пěтěмěшле виçи 13,6 млн тенкěпе танлашнǎ. Çавǎн пекех çимěçе упрама пысǎк хранилищěсем ǎсталанǎ. Вěсен смета хакě 14,0 млн тенке ларнǎ.
Семинара Куславкка район администрацийěн пуçлǎхě А.Васильев уçнǎ, çěр ěçченěсене пысǎк тухǎç илме ǎнǎçу суннǎ. Мероприятие хутшǎннисем патшалǎх тивěçтерекен пулǎшу мелěсене тишкернě, удобренисем пирки тата вěсем ял хуçалǎх культурисен пахалǎхě çине еплерех витěм кÿни çинчен калаçнǎ.
Семинара Уçырма ялěнчен пахча çимěç çитěнтерекен Л.Иванова та хутшǎннǎ. Вǎл çак ěçпе чылайранпа тимлет. Çитěнтернě продукцие Людмила Анатольевна Канаш, Шупашкар тата Хусан лавккисене ăсатать.