Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир пĕччен мар

13 декабря 2016 г.

Эсир пĕччен мар

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче Тăрмăшри хĕрарăмсен совечĕн членĕсем - Т.В.Ялугина ертỹçĕ, С.Н.Спиридонова ял депутачĕ, "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн ертỹçи Е.Н. Матросова Владимир Иванович Ялугинсем патне кайрăмăр. Кил хуçи 2-мĕш ушкăн, Таня хĕрĕ вара 1-мĕш ушкăн инваличĕ, урамалла тухса çỹреймест, пỹртре çеç ерипен çỹрекелет.

Таня çул-йĕр аварине пула çамрăклах сусăрланса юлчĕ. Вилес çĕртен ашшĕ, тăванĕсем тăрăшса пăхнипе çеç ура çине тăма пултарчĕ. Хăйшĕн хăй утса çỹреме пуçларĕ, çĕнĕрен калаçма вĕренчĕ. Ашшĕ те хĕрне питĕ пăхать. Владимир Ивановича вара хăй çулне памастăн, 79 çулта пулин те вăр-вар, килĕнче типтерлĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче. Сывлăхне те сиплесех тăрать, сыватмăшсемпе санаторисенче те пулать.

Мĕн çамрăкранах ĕçе кỹлĕннĕ Владимир Ялугин. Шкул çулĕсенчех амăшĕпе пĕрле чăпта çапса велосипедлăх укçа ĕçлесе илме пултарнă. Канашри механизаци шкулĕнче вĕренсе механизатор профессине алла илнĕ. Казахстанра та пулнă хастар каччă, унта тĕрлĕ тракторсемпе ĕçлесе вырмана, ака-сухана хутшăннă. Ĕçрен нихăçан та хăраса тăман, ăçта хушнă, çавăнта кайнă. Нумай çул колхозра механизаторта, çăнăх авăртакан арманта, йĕтемре хуралçăра тăрăшнă, ахальтен мар ĕнтĕ унăн тав хучĕсем чылай.

Енĕш Нăрваш хĕрĕпе Александра Гавриловнапа пĕрлешсе çемье çавăрнă, 7 ачине вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытнă. Халĕ вăйсем чакса пынă май ун чухлех мар та, хăйсене валли усраççĕ. Кỹршĕ хĕрарăмĕ Людмила Федоровна Илларионова каçса пулăшать, савăнаççĕ çакăншăн инвалидсем. "Турă сывлăх патăр ăна", - терĕç. Эпир асăнмалăх парнесем парса хавхалантартăмăр, çирĕп сывлăх, ăнăçупа телей сунтăмăр.

Çула май Наташа Спиридонова патĕнче те пултăмăр. Наташа 18 çул тултарчĕ, паспорт та илчĕ. Вăл ачаранах 1-мĕш ушкăн инваличĕ, хăйшĕн хăй нимĕн те тăваймасть, пĕчĕк ача пек, веçех ашшĕ-амăшĕн пăхса тăмалла. Питĕ юратаççĕ хăйсен хĕрне Светлана Николаевнапа Вадим Владимирович, яланах ачаш та ăшă сăмахсемпе çеç калаçаççĕ. "Виçĕ çул та пурăнаймасть", - тенĕ Наташа пирки. Вăл вара вун саккăр тултарчĕ, ашшĕ-амăшĕн тивлечĕпе, паллах. Турă тỹсĕмпе вăй-халне патăр вĕсене.

Нина Семенова - 3-мĕш ушкăн инваличĕ. Тинтерех çеç больницăран сипленсе тухрĕ, ăна та кĕрсе курар-ха терĕмĕр. Нина Григорьевна питĕ савăнчĕ эпир пынăшăн. "Манса кайманшăн тавтапуç", - терĕ. Чирлĕ тесе йынăшса лармасть пирĕн маттур Нина аппа, яланах ал ĕçĕ тăвать. Эпир пынă вăхăтра та алса çыхатчĕ. Хушпу-тухья, шỹлкемепе масмак, мăй çакки ăсталать, темĕн тĕрлĕ япаласем те çыхать, çĕлеме те ỹркенсе тăмасть. Мĕн тĕрлĕ салатсем тума пĕлмест-ши тата? Пире те вĕрентсе пырать. Юрра-ташша ăста хĕрарăм купăспа калама та маçтăр. Мăшăрĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕни чылай хавшатрĕ Нина Григорьевнан сывлăхне, çапах та чăтас пулать, вилнĕ çын хыççăн каяймăн, чĕррисен пурăнмаллах, ачисене, мăнукĕсене пулăшмалла. Халĕ те картиш тулли чăх-чĕп, çулласенче вăкăрне те, сыснине те тытать правур хĕрарăм. Халăх фольклор ушкăнне те çỹреме ĕлкĕрет. Пире ĕлĕкхи юрăсене вĕрентет, тĕрлĕ сĕнỹ-канаш парать. Асăнмалăх парне парса ырă сывлăх сунтăмăр ялти ятлă хĕрарăма.

Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.

Сăн ỹкерчĕксенче: С.Н.Спиридонова, Т.В. Ялугина, Владимир Иванович Ялугин, Таня хĕрĕ; Нина Григорьевна Семенова мăнукĕпе Семенпа.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика