14 декабря 2016 г.
Юра вăхăтра тасатаççě
Пуçарулăх
Раштав уйăхне кěтěмěр те хěл пуçланни тÿрех сисěнчě. Çанталăк палăрмаллах сивěтрě, çил-тăман тустарма тытăнчě. Юр вырăн-вырăнпа çулсене хупăрлать, вěсене вăхăтра хырса тасатмасан çынсем таптанă сукмак кăна куç тěлне пулě.
Уçырма ял тăрăхěнче юра яланах вăхăтра тасатса тăраççě. Çак тěллевпе унта «Транспортник» тулли мар яваплă пěрлěхěн грейдерě тата «Агат» хуçалăхěн «МТЗ-82» тракторě ěçлеççě.
Грейдерпа Василий Кайсаров юр хырать, трактор рульне Олег Афанасьев тытса пырать. Вěсем кěске вăхăтра администраци, культура çурчě тата шкулпа садик патне пымалли çулсене хырса тасатнă тата ялти пур урама та кěрсе тухнă.
Çулсене вăхăтра хырса тăрсан нимěнле çил-тăман та хăрушă мар.