08 декабря 2016 г.
Вěренÿ çулěн иккěмěш чěрěкěнче Уçырма вǎтам шкулěн вěрекенěсем пушар пуйǎсě çинче экскурсире пулчěç. Канаш станцийěнчи пушар пуйǎсě 1937 çулхи мартǎн 15-мěшěнчен пуçласа çар службинче. Личнǎй состав Вǎрнар – Вǎрмар , Йепреç – Шупашкар участоксене тěрěслесе, чукун çулпа турттаракан груза, куçакан состава, ытти объектсене пушартан асǎрхаса тǎрать. Пушар пуйǎсěн куçакан составě малтанхи вǎхǎтра пěр вакунран, шыв турттармалли икě цистернǎран, нассусран тǎнǎ.
Пушар техникипе куçакан состав çулсерен çěнелсе пынǎ: йывǎç теплушкǎсем вырǎнне вакун-нассус станцийěсем килнě, пакурсемпе пуртǎсене, пǎспа ěçлекен механизмсене вǎйлǎ мотопомпǎсемпе агрегатсем, пушар сÿнтермелли ятарлǎ оборудовани улǎштарнǎ.
Экскурсие канаш станцийěнчи пушар пуйǎсěн начальникě Александр Геннадьевич Григорьев ирттерчě. Вǎл ачасене пушар пуйǎсěн историйěпе, çыхǎну хатěрěсемпе паллаштарчě. Дежурнǎй караулǎн апатланмалли, душ кěмелли канмалли пÿлěмсене кěртсе кǎтартрě. Ачасем пушарнǎйсен çар тумне, хÿтлěх хатěрěсене, сывлас аппарарачěсене те курчěç. Арçын ачасем пушарнǎй шлемне, перчеткине тǎхǎнса, мотопомпǎна, шыв сирпěтмелли пǎрǎхсене тытса пǎхрěç.
Пуйǎс çинче шыв саппасě 140 тонна, кǎпǎк 5 тонна пулнине те пěлчěç. Цистернǎри шыв сивěре 35-40 градус таран ǎшǎнать. Пушар шлангěнчи шыв мěн инçěшне сирпěтме пултарни те ачасене хытах тěлěнтерчě. Мěн чухлě ыйту пулчě тата экскурсовод патне! «Мěншěн пěтěмпех хěрлě тěслě?», «Пушарнǎй хǎйěн çар костюмне миçе çеккунтра тǎхǎнать?», «Шлем мěншěн шурǎ тěслě?», «Пушар пуйǎсě çинче хěрачасем ěçлеме пултараççě-и?» тата ыт. те.
Канаш станцийěнчи пушар пуйǎсě çинче ěçлекенсем пысǎк пушарсене сÿнтернě çěре пěрре çеç хутшǎнман. Акǎ,сǎмахран, «Полимерстройматериалěсем» ООО –ра, Канашри нефтебазǎра, ěмěрле районěнчи Мыслец разъездиěнчи аварире алхаснǎ пушарсене сÿнтернě çěре чи малтан çитекенсенчен пěрисем пулнǎ. 2010 çулта пуйǎс вǎрманти пушарсене сÿнтернě çěре те хутшǎннǎ. Кунта ěçлекен 27 сотрудника Раççей МЧСěн «2010 çулта пуйǎс вǎрманти пушарсене сÿнтернěшěн» медальпе наградǎланǎ.
Ачасене çак экскурси питě килěшрě. Пирěн шкул вěрентекенěсем пушар хǎрушсǎрлǎхě енěпе ирттерекен ǎмǎртусенчен лайǎх кǎтартусемпе таврǎнаççě. Шкулта нумайранпа «Бриз» çарпа патриот клубě ěçлет. Ǎна физкультура учителě Петр Николаев ертсе пырать. Клуб спортсменěсем çулленех тěрлě ǎмǎртǎва хутшǎнаççě. Кǎçал та, чÿк уйǎхěн 10-мěшěнче, клуб членěсем пушар хǎрушсǎрлǎх спорчěн республикǎри ǎмǎртǎвěсене хутшǎнчěç, виççěмěш вырǎн çěнсе илчěç. 33 шкул хушшинче призерсен йышне лекни питě паха кǎтарту.
Петр Николаев
шкул директорě