Раскильдинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотик çулне пÿлессипе - акци

25 ноября 2016 г.

Ноябрĕн 14-25-мĕшĕсенче «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» наркотика хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм Раççейри акци иртет. Ăна мĕнпур общественноçа наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне пÿлессипе çыхăннă ĕçе хутшăнтарас, ăна медицинăра анчах усă курма юранине палăртас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Çавăн пекех çак акци право хуралĕн органĕсене «шурă вилĕме» саккунсăр майпа ăçта сутнине пĕлтерекен информацие пухма май парать. Наркомание хирĕç кĕрешмелли, унăн тыткăнне лекнисене сипленме пулăшассипе çыхăннă сĕнÿ-канаш та кĕтеççĕ граждансемпе обществăлла организацисенчен йĕркелĕх хуралçисем.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче прокуратура, полици, медицина ĕçченĕсемпе вĕренÿ пайĕн специалисчĕсем шкулсенче вĕренекенсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ.

Акци вăхăтĕнче район прокуратурипе полици пайĕнче наркотиксемпе усă куракан тата вĕсене сутакан вырăнсем çинчен анонимлă пĕлтерме шанчăк телефонĕсем ĕçлеççĕ. Район прокуратурине 8(8352) 22-4-45, 22-3-43 телефон номерĕсемпе ĕç кунĕсенче 9-18 сехетсенче шăнкăравламалла.

Çавăн пекех Интернетра электрон почтăпа prokur2@cap.ru адреспа çырмалла.

Полици пайне вара 22-4-03, 22-5-32 телефон номерĕсемпе ĕç кунĕсенче 8-18 сехетчен, 22-3-02 номерпе талăкĕпех шăнкăравламалла. 8-860-308-81-09 телефон номерĕ çине Смс-хыпар та яма юрать.

Район çыннисем саккунсăр майпа наркотик сутакансем çинчен çыру çырса та пĕлтерме пултараççĕ. Кун йышши хыпарсене яма район прокуратуринче, полици пайĕнче, Элĕкри тĕп больницăра, вăтам шкулта тата «Центральнăй» лавккара ятарлă ещĕксем вырнаçтарнă. Вĕсене прокуратура ĕçченĕсем кулленех тĕрĕслесе тăраççĕ.

Шанчăк телефонĕпе, Смс-хыпар евĕр, ятарлă ещĕксем урлă килнĕ мĕнпур информацие право хуралĕн сотрудникĕсем регистрацилеççĕ тата тĕрĕслеççĕ.

Йĕркелĕх хуралçисем районти мĕнпур çынна çак акцие хутшăнма сĕнеççĕ. Тен, шăп та шай сирĕн шăнкăрав «шурă вилĕме» валеçекенсене тытса чарма пулăшать. Çапла майпа хăвăр çывăх çынсен пурнăçне çăлса хăварма пултаратăр.

Э.ЭЛИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429241, Аликовский район, с. Раскильдино, ул. Ленина, д. 70
Телефон: 8(83535) 22-8-06
Факс: 8(83535) 22-8-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика