17 ноября 2016 г.
Ачасем мěн пěчěкрен юмах итлесе ÿсеççě. Аслисем вěсене ытларах чухне çывǎрас умěн вуласа е каласа пама тǎрǎшаççě. Юмахсем пěчěкскерсен ǎс-тǎнне аталантарма пулǎшаççě, ырǎпа усала уйǎрса илме, ěмěтленме, шухǎшлама тата хитре калаçма вěрентеççě. Ачасем юмахри сǎнарсемпе пěрле асамлǎ тěнчене лекеççě, вěсемшěн кулянма тата савǎнма хǎнǎхаççě.
Уçырмари «Солнышко» ача садне çÿрекенсем те юмахсене питě кǎмǎллаççě. Воспитательсем пулǎшнипе сцена çинче тěрлěрен юмах лартаççě. Нумаях пулмасть çамрǎк артистсем «Кушак аçи, автвн тата тилě» вырǎс халǎх юмахне кǎтартнǎ. Куракансем пěчěкскерсен пултарулǎхне хапǎлласа йышǎннǎ.