09 ноября 2016 г.
Кашни йěкěтěн çул çитсен салтакра пулса Тǎван çěршыв умěнчи сǎваплǎ тивěçе пурнǎçламаллах. Хěсмете ǎсатни пурин асěнче те яланлǎхах упранса юлакан пǎлхануллǎ самант, ǎна пулас салтак та, çывǎх тǎванěсемпе тус-юлташě тата кěтме шантаракан савнийě те манса каяймěç.
Чÿк уйǎхěн 5-мěшěнче Уçырма ялěнче пурǎнакансем Александр Волкова салтака ǎсатнǎ.Пулас салтакǎн юлташěсемпе пěлěшěсем ǎсату каçне ирттерме ялти Культура çуртне пуçтарǎннǎ. Культура çурчěн заведующийě Ю.Николаева Александра йывǎрлǎхсене çěнтерсе пыма тата тěрěс-тěкел çаврǎнса килме ǎнǎçу суннǎ.
Мероприяти дискотекǎпа вěçленнě.