Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмахсене тивĕçрĕç

04 октября 2016 г.

Эпир те, инçетри ялсенче пурăнакансем, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне кашни çулах йăлана кĕнĕ йĕркепе уявлама тăрăшатпăр. Кăçал та Мартынкасси тăрăхĕнче пурăнакан ватăсем клуба пухăнтăмăр. А. Ильина клуб заведующийĕ хăнасене ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Кĕр мăнтăрĕпе уяв сĕтелĕ çине тутлă апат-çимĕç лартса тултарнă. Уява Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Павлов уçрĕ, пухăннă ватăсене уяв ячĕпе саламларĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх сунчĕ. Хыççăн район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э. Николаев салам сăмахĕ каларĕ. Вырăнти ватăсен пĕрлĕхĕн ертÿçи П. Ефимов та пухăннисене вăрăм кун-çул, пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Паллах, ватăсем ял хуçалăхĕнче нумай çул ĕçленĕ, вăрçă ачисем пулнă май пуçлăх тилхепине тытса пыракансенчен ырă сăмах илтме тивĕç. Акă вĕсен йышĕнче ачасене математика предметне вĕрентнĕ Т. Анисимова, нумай çул выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçленĕ дояркăсем Г. Ястребова, Д. Ефимовăпа Е. Николаева, водительте тимленĕ шофер А. Илларионов, механизатор пулнă тракторист Н. Андреев, уй-хир бригадинче ĕçлекенсем Ю. Федорова, Л. Тимофеева, Р. Васильева, О. Алексеева, Е. Григорьева тата ыттисем те пур.

Уявăн савăнăçлă саманчĕ - юрласси тата ташласси. Пурте юрласа ташларĕç, савăнчĕç, иртнĕ пурнăçа аса илчĕç.

В.АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика