Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Халăх участковăйĕ" конкурса хутшăнаççĕ

21 сентября 2016 г.

Пĕтĕм Раççейри "Халăх участковăйĕ" конкурс пирĕн çĕршывра пиллĕкмĕш хут иртет. Чи лайăх участковăя граждансем Интернет урлă сасăласа палăртаççĕ. Çакă полици ĕçченĕсен ĕçне хаклама тата шалти ĕçсен органĕсемпе общество хушшинчи çыхăнăва уççăн кăтартса пама май парать. Конкурс йăлана кĕнĕ йĕркепе виçĕ тапхăрпа иртет. Акă сентябрĕн 11-мĕшĕнчен асăннă конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланнă. Конкурсра кăçал районти полици уйăрмĕн виçĕ сотрудникĕ - Игорь Сатлайкин, Игорь Серин тата Сергей Герасимов - хутшăнать.

Сергей ГЕРАСИМОВ полици капитанĕ çак конкурса темиçе çул хутшăнать. Палăртмалла, Сергей Игорьевич полици уйрăмĕнче 2007 çултанпа вăй хурать, Пантьăк, Тралькасси ял тăрăхĕсен участокри уполномоченнăйĕ шутланать. Вăл 3500 çын пурăнакан 15 ялти йĕркелĕхшĕн, оперативлă лару-тăрушăн яваплă. Кăçалхи çичĕ уйăхра Сергей Герасимов 11 преступление шута илнĕ, вĕсенчен 5-шне уçса панă. 63 административлă протокол çырнă, граждансен 203 ыйтăвне пăхса тухнă. Сăнавра тăракан 30 çынна тĕрĕслесе тăрать, вĕсемпе тăтăшах профилактика ĕçĕсем йĕркелет.

Хĕрлĕ Чутайри Игорь САТЛАЙКИН полици майорĕ шалти ĕçсен органĕнче 2003 çултанпа ĕçлет. Игорь Валентинович Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн участокри уполномоченнăйĕ. 5000 ытла çын пурăнакан территорири йĕркелĕхе сăнаса тăрать. Кăçал территорире 24 преступлени пулнă, вĕсенчен ултă преступленине уçса пама май килнĕ. Пĕтĕмпе граждансен 190 çăхавĕпе ыйтăвне тишкернĕ. Çавăн пекех йĕрке пăсакансем пирки 91 административлă протокол çырнă. Унсăр пуçне Игорь Сатлайкин учетри 44 çынна сăнаса тăрать, профилактика ĕçĕсем ирттерет.

Игорь СЕРИН полици майорĕ районти полици уйрăмĕнче 24 çул тăрăшать. Вăл - Ачкасси тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен участковăйĕ. Пĕтĕмпе ку ял тăрăхĕсенче 2900 çын пурăнать. Çичĕ уйăхра Игорь Николаевич 10 преступление шута илнĕ, 5-шне уçса панă. 231 çăхава тишкернĕ. Учета илнĕ 27 çынпа час-часах профилактика ĕçĕсем ирттерет. Эсир çак участокри уполномоченнăйсемпе, ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕнрех ЧР Шалти ĕçсен министерствин официаллă сайтĕнче паллашма, хăвăра кăмăла каякан полици ĕçченĕшĕн онлайн мелĕпе сасăлама пултаратăр. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ сентябрĕн 20-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Иккĕмĕш тапхăр октябрĕн 7-16-мĕшĕсенче, виççĕмĕш тапхăр ноябрĕн 1-10-мĕшĕсенче федераллă шайра иртет.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика